АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информациллĕ пĕлтерÿ

13 марта 2013 г.

Мартăн 7-мĕшĕнче Комсомольски территориллĕ суйлав комиссийĕ Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма тăратнă Григорий Николаевич Миронова регистрациленĕ. Вăл 1962 çулта çуралнă, Киров поселокĕнче пурăнать, аслă професси пĕлĕвĕллĕ, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ОБЖ предметне вĕрентет.

Унсăр пуçне çак должноçа валли Иван Николаевич Кокшина регистрацилесе удостоверени панă. Вăл 1964 çулта çуралнă, Александровка ялĕнче пурăнать, аслă пĕлÿллĕ, «Молочный двор — Канаш» организацире инженерта тăрăшать.

Çак кунах Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма регистрациленĕ тепĕр кандидат — 1981 çулта çуралнă Александр Николаевич Александров. Вăл Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнать, вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ, «Поддержка» патшалăх страхлакан компанин агентĕнче ĕçлет.

Çавăн пекех çак должноçа Александр Михайлович Степанов та хăйĕн кандидатурине тăратнă. Вăл 1957 çулта çуралнă, аслă пĕлÿллĕ, Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнать, вăхăтлăха ĕçлемест.

Чĕчкен ял поселенийĕн пĕр мандатлă 9-мĕш суйлав округĕпе депутатсен пухăвĕн депутачĕ пулма Ольга Ивановна Николаевăна регистрациленĕ. Вăл 1967 çулта çуралнă, пуçламăш професси пĕлĕвĕллĕ, Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнать, Аслă Чурачăкри информаципе культура центрĕнче тирпейлÿçĕре ĕçлет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика