13 марта 2013 г.
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн районти чи маттур дояркăсене чысласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал та мартăн 7-мĕшĕнче 2012 çулта лайăх кăтартусемпе палăрнă дояркăсене «Весна» ресторана пуçтарчĕç. Тĕрлĕ хуçалăхсенчи пурĕ 25 хĕрарăм çак чыса тивĕçрĕ.
Чи малтанах саламлă сăмахпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев тухса калаçрĕ. «Паянхи кун сĕт суса илесси ял хуçалăхĕнчи чи пысăк тупăш кÿрекен ен шутланать. Шăпах сĕт чылай хуçалăха пулнă тăкаксене саплаштарма, кирлĕ хатĕрсене туянма май туса парать. Çавна кура дояркăсен ĕçĕ, йывăр пулсан та, питĕ хисеплĕ. Сирĕн, паянхи кун çак зала пухăннă чечек пек черчен те илĕртÿллĕ хĕрарăмсен, хăвăр çав ĕçре тăрăшнăшăн мухтанмалла. Малашне те çитĕнÿсем тумалла пултăр», — терĕ вăл малта пыракансене саламласа. Палăртма кăмăллă: пĕлтĕр уява çулталăкра кашни ĕнерен вăтамран 4500 килограмран ытларах сĕт сăвакансене пуçтарнăччĕ. Кăçал вара çак планка ÿснĕ: 5000 килограмран ытларах сăвакансем уяв кĕреки хушшине ларнă. Хăйсен тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрнисем çакăн пек йышлăн пулни савăнтарать.
Малалла район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин тата тĕп зоотехникĕ Кияметдин Гимальдинов ял хуçалăхĕнчи кăтартусемпе кĕскен паллаштарчĕç, сĕт районти хуçалăхсене тытăнса тăма пулăшакан тĕп продукци пулнине çирĕплетрĕç. 2012 çулта пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче кашни ĕнерен вăтамран 4900 килограма яхăн сĕт суса илнĕ. Çакă республика шайĕнче те чи пысăк кăтартусенчен пĕри. «Рассвет» ЯХПК (6673 килограмм), «Асаново» ЯХПК (5957 килограмм), «Искра» колхоз (5908 килограмм) дояркисем ку енĕпе уйрăмах маттур. 7000 килограмран ытла сĕт суса илнĕ доярка та пур пирĕн районта. Вăл — «Рассвет» ЯХПКра вăй хуракан Татьяна Прокопьева. «Асаново» ЯХПКри Наталия Белова, Лариса Иванова, Людмила Чижикова, «Рассветри» Альбина Чернова, «Востокри» Лариса Никифоровăпа Антонина Розова 6000 килограмран ытларах сĕт сунă. Унсăр пуçне дояркăсем професси конкурсĕсене те хутшăнаççĕ, район чысне тивĕçлĕн хÿтĕлесе малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Çавăн пекех пуçтарăннисене районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Валентина Курицына та саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей, юрату сунчĕ.
Источник: "Каçал Ен"