11 сентября 2015 г.
Литература çулталăкĕн планĕпе килĕшỹллĕн, сентябрĕн 9-мĕшĕнче республикăра пултарулăх сезонне уçнă.
Çак пулăмран пирĕн район та юлман, кашни ял клубĕнче концертсем тĕрлĕ выставкăсем иртнĕ. Тĕслĕхрен, Комсомольскинчи централизациленĕ клуб системинче "Килсе курăр пирĕн пата", Александровкăра "Пирĕн пĕр тĕллев - чечеклентĕр Чăваш Ен", Асанкассинче "Кĕрхи каледойскоп", Элпуçĕнче "Пултарулăх утравĕ", Хирти Мăнтăрта "Яла тата кунта пурăнакансене тайма пуç", Çĕнĕ Мăратра "Чечеклен, манăн тăван ен", Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнче "Чĕререн чĕре патне", Аслă Чурачăкра "Ай, юрлар-и савăнса" ятпа концертсем иртнĕ. Унсăр пуçне ял çыннисем ал ĕç ăстисен ĕçĕсемпе, тĕрлĕ выставкăсемпе киленнĕ.
Пултарулăх сезонне кашни ял тăрăхĕнчех уçни пуриншĕн те чăн-чăн уяв пулса тăнă. Клуб ĕçче-нĕсем ял çыннисене тата та тĕрлĕ мероприятисемпе савăнтараççех.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"