АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар çынни те, общество ĕçченĕ те

11 сентября 2015 г.

 Калас сăмахăм 75 çул каялла, 1940 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче, Александровка ялĕнче Домна Павловнăпа Иван Ильич Турхановсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ Анатолий Иванович çинчен.

Анатолий пĕчĕкренех çара кайма тивĕçлĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Çапах вăл хăйĕн кун-çулне Хĕçпăшаллă çарсемпе çыхăнтарас тĕллев лартман, металлург пулас шут тытнă. Тен, Пермь облаçĕнчи пĕр завод директорĕ пулнă пиччĕшĕ Николай металлург пулма илĕртнĕ.

Ялти шкула вĕренсе пĕтерсенех вăл Лысьва хулинчи металлурги техникумĕнче вĕренме тытăннă. Диплом илсен ăна Карагандари завода ĕçлеме янă. Технолог ĕçĕ унăн кăмăлне кайнă: чăн-чăн арçын ĕçĕ.

Совет çарĕнче ăна часах отделени командирĕ пулма çирĕплетеççĕ. Пултаруллă çамрăк тăван ялне аслă сержант званийĕпе таврăнать.

Комсомольски çар ĕç комиссариатĕнче çар учетне тăнă чух ăна комиссар военкомата ĕçлеме кĕрсе çар службине малалла тăсма сĕннине вăл хирĕçлемест. 1965 çулта Анатолий çар ĕç комисариатĕнче çар учечĕн инструкторĕнче ĕçлеме тытăннă. Пултарулăхне кура часах ăна финанспа хуçалăх пайĕн начальникĕ пулма шанаççĕ. Вăл ĕçленĕ хушăрах финанс техникумĕ пĕтернĕ. Вăрçă ветеранĕсемпе ĕçлессине те ун çине тиеççĕ, çар училищисене вĕренме яма та активлă хутшăнать вăл. Анатолий Иванович сĕннипе-пулăшнипе çар училищинче вĕренсе тухнисенчен темиçе çамрăк та хăйсен ĕçне, кун-çулне Хĕç-пăшаллă вăйсемпе çыхăнтарнă. Сăмахран, А.В.Андреевпа В.А.Тутов полковнике çити çĕкленнĕ.

Анатолий Иванович тăрăшнипе, комиссариат кивелсе çитнĕ йывăç çурчĕсем вырăнне икĕ хутлă чул çурт çĕкленет.

Районта Анатолий Ивановича пĕлмен çын çук та пулĕ. Çар пурнăçĕпе çыхăннă пур ыйтупа та çар ĕç комиссариатне пынă çын ун патне кĕнĕ, вăл май килнĕ таран ыйтусене татса пама пулăшнă.

Республикăри çар ĕç комиссариатĕнче ăна яланах хисепленĕ. Яваплă ĕçсем шанса панă. Çурхи-кĕрхи çар призывĕсем пынă чух Анатолий Ивановичăн Канашри сборнăй пунктра салтака илнĕ çамрăксене çар чаçĕсене ăсатас ĕçе 13 çул пурнăçлама тивнĕ. Çапла кашни çул Канашри сборнăй пунктра икшер уйăх ĕçленĕ.

Анатолий Иванович çар ĕç комиссариатĕнченех 2001 çулта пенсие тухрĕ.

Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленине кура, пултарулăхне шута илсе ăна обществăлла ĕç çине-çине шанса панă. Вăл сакăр çул халăх судйин пулăшуçи пулнă. Судья отпускра чухне е вĕренме кайсан, Турханов суд ларăвĕсене ирттернĕ. Çирĕм çул ытла суд заседателĕсен совечĕн председателĕнче ĕçленĕ. Нумай çул парторганизаци секретарĕ пулнă.

1978 çулта районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен организацине йĕркеленĕ чух ăна ветерансен районти совечĕн президиумĕн членне суйланă, çак тивĕçе паянхи кунчченех пурнăçлать. Вăл - çар комиссариатĕнчи ветерансен пуçламăш организацийĕн председателĕ.

Мăшăрĕпе, Анна Платоновнăпа, хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕ Светлана сутуçă, ывăлĕ Сергей - строитель-монтажник. Вĕсен виçĕ мăнук, пĕр мăн мăнук.

Турханов сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырать: эрех-сăра таврашне пачах ĕçмест, туртмасть те. Пушă вăхăтра пулла е вăрмана çỹрет. Хăйне вăл телейлĕ çын тесе шутлать.

"Çамрăксене мĕн сĕннĕ пулăттăр?" - тесе ыйтрăм та, çапла хуравларĕ: "Çамрăксене ачаран ĕçе юратма вĕрентмелле. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыччăр, спортпа туслă пулччăр. Çар хĕсметне тивĕçлĕ пулма пĕчĕкрен хатĕрленччĕр. Çĕршыв сыхлавçи пуласси кашни çыннăн таса тивĕçĕ.

Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна медальсемпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Р.МОИСЕЕВ,

общество корреспонденчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика