АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье тĕрекĕ - ачасенче

11 сентября 2015 г.

 Çамрăк çемьесене патшалăх пулăшсах пырать, ача амăшĕн капиталне, çĕр лаптăкĕ парса хавхалантарать.

Акă сентябрĕн 9-мĕшĕнче районти ЗАГС уйрăмĕнче пысăк уяв иртрĕ. Кунта нумаях пулмасть çут тĕнчене килнĕ ачасен ашшĕ-амăшне çурални çинчен калакан свидетельство, икĕ ачаллă çемьесене амăшĕн капиталĕн сертификатне, виçĕ тата нумайрах ачаллисене республикăри çемье капиталне илмелли сертификатсене пачĕç. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов хутшăнчĕç.

Чи малтанах пухăннисене ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Римма Суратова саламларĕ, ашшĕ-амăшне, асламăш-кукамăшне, килнĕ хаклă хăнасене ырă сунчĕ. Римма Петровна уява килнĕ çемьесемпе паллаштарчĕ. Верăпа Сергей Горбуновсен çемйинче майăн 4-мĕшĕнче тахçанах кĕтнĕ ывăл Денис çуралнă. Денисăн икĕ аппа - Настя тата Вика. Фениепе Илдус Минятулловсен çемйинче вара Алим - виççĕмĕш ывăл. Екатеринăпа Илья Скворцовсем виççĕмĕш ачине Савелий ят панă. Татьянăпа Дмитрий Макаровсен Дарья - иккĕмĕш пепке. Асли Кристина 2 çулта çеç пулин те, амăшне халех йăмăкне пăхма пулăшасшăн. Марийăпа Александр Шашкинсен аслă хĕрĕ Ксения та Кристина йăмăкĕ çуралнишĕн питĕ хĕпĕртенĕ. Татьянăпа Алексей Чипчигинсен çемйинче те июньте виççĕмĕш ача - Игнатий - çут тĕнчене килнĕ.

Алексей Самаркин пепкесен ашшĕ-амăшне ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, çĕршыва юрăхлă ывăл-хĕр çитĕнтерме сунчĕ.

Унтан вара кашни çемье пепкисен чи пĕрремĕш документне алла илчĕ. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертỹçи Сергей Горбунов иккĕмĕш е виççĕмĕш ача çуралнă çемьесене амăшĕн капиталĕн сертификатне, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина виçĕ ачаллă çемьесене республикăри çемье капиталне илмелли хутсене пачĕç.

Сертификатлă пулнă çемьесене районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Валентина Курицына та саламламарĕ. Вăл авалтанах килти ăшша хĕрарăм тытса пынине палăртрĕ.

"Радуга" ача сачĕн ачисем ташларĕç, Оля Буслаевăпа пĕрле çепĕççĕн юрларĕç. Унсăр пуçне çемьесене ĕçтешĕсем те саламларĕç, парнесем пачĕç.

- Çемьере ача çурални - чи пысăк уяв. Ачасем - пирĕн пуласлăх, йăха тăсакансем, ватлăхри тĕрев. Çакна пирĕн манас марччĕ. Паянхи савăнăçлă уява йĕркелеме пулăшнăшăн Оля Буслаевăна, уява интереслĕ номерсемпе пуянлатнăшăн "Радуга" ача садне, Ольга Карсаковăна зала илемлетнĕшĕн, Алина Зайцевăна чечек çыххисемпе тивĕçтернĕшĕн пысăк тав сăмахĕ калатăп, - вĕçлерĕ уява Римма Петровна.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика