АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян вырмана вĕçлеççĕ

11 сентября 2015 г.

Уй-хирте хĕрỹ ĕç шавĕ чарăнмасть. Пĕрисем вырмана пĕтерес тесе тăрăшаççĕ, теприсем çĕр улми кăларма тухнă, виççĕмĕшĕсем кĕрхи культурăсене вăхăтра акасшăн тата çĕртме тăваççĕ. Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсен, колхозсен çапса тĕшĕлемелли лаптăк пурĕ 15132 гектар пулнă. Паян вара вырмана пĕтерме палăртнă. "Слава", "Заря" ЯХПК-сенче, "Искра" колхозра, "Родина" фермер хуçалăхĕнче юлашки лаптăксене çапса тĕшĕлесе пуçтарса кĕртеççĕ.

Çĕр улми кăларма тытăннă. 5 хуçалăхра сентябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне 445 гектар çинчен 12465 тонна "иккĕмĕш çăкăра" пуçтарса кĕртнĕ. Ыттисем те çак ĕçе паян-ыран пуçăнасчĕ, ĕçе вăхăтра вĕçлесчĕ. Çавăн пекех кĕрхи культурăсене 3975 гектар акнă, 6545 гектар çĕртме тунă.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика