АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Указа сỹтсе яватпăр

11 сентября 2015 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей САМАРКИН:

- 2016 çула Михаил Игнатьев Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтернине чĕререн ырлатăп. Ун тĕп тĕшши - ĕç çыннине хисеплесси, обществăра ĕç çынни çине пăхассине улăштарасси, рабочи профессийĕсен сумлăхне ỹстересси.

Ĕмĕртенех ĕç пурнăç тыткăчи пулнă, çавăн пекех юлать те. Çителĕклĕ пурăнас тесен этемĕн яланах ĕçлемелле. Шел пулин те, паян ĕç хаклăхĕ чакнине палăртмалла. Нумайăшĕ ытлашши ăс, вăй хумасăрах пысăк шалу илесшĕн. Ĕç çыннин çулталăкĕн тĕп акцентне шăп рабочи профессийĕсен сумлăхне çĕклесси çине тумалла тесе шутлатăп.

2016 çулта республикăра социаллă ыйтусене татса парасси лайăхланасса, пирĕн халăх, уйрăмах ялта пурăнакансем, тата активлăрах пуласса питĕ шанатăп.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика