АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика ертỹçи район администрацийĕн пуçлăхĕпе тĕл пулнă

11 сентября 2015 г.

КУЗИН калаçнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев сентябрĕн 9-мĕшĕнче Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа тĕл пулнă. Алексей Александрович регион ертỹçине хăй çак должноçа йышăннăранпа иртнĕ икĕ уйăхра шанса панă территорипе йăлтах паллашнине пĕлтернĕ. "Районăн малашлăхĕ пысăк, лайăх хуçалăхсем, ертỹçĕсем пур, вĕсемпе пĕрле ĕçлессине йĕркелетпĕр", - пĕтĕмлетỹ тунă вăл.

Михаил Васильевич бюджет виçисемпе тухăçлăрах ĕçлеме пуçлама сĕннĕ. Алексей Самаркин Чăваш Ен Финанс министерствин кăтартăвĕсемпе сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетне пурнăçлассипе Комсомольски районĕ иккĕмĕш вырăнта пулнине пĕлтернĕ. Çак ỹсĕме аренда тỹлевĕсем, çĕр налукĕ аван пуçтарăннипе тума май килнĕ. Суд приставĕсен служби те лайăх ĕçленĕ - хăш-пĕр предпринимательсем малтанхи çулсенчи парăмсемпе татăлнă.

Асăннă тĕлпулура район администрацийĕн пуçлăхĕ районти социаллă-экономикăллă лару-тăрупа та паллаштарнă. "Тĕш-тырă пухассипе эпир пĕлтĕрхи кăтартусене çитетпĕр, çĕр улмипе пахчаçимĕç енĕпе вара пĕтĕм тупăш виçи 10 процент ытларах та пулĕ. Мелиораци çине тимлĕх уйăрнă, çĕрсене шăварнă хуçалăхсенче гектарăн чи пысăк тухăçĕ 410 центнерпа танлашать, хăш-пĕр çĕрте 500-ре те çитет. Пĕтĕм ял хуçалăх предприятийĕнче пурĕ 30 пин тонна çĕр улми илме палăртатпăр", - тенĕ вăл.

Калаçу вĕçĕнче Михаил Игнатьев Алексей Самаркина Комсомольски район аталанăвĕшĕн, ырлăхĕшĕн ĕçлессинче çитĕнỹсем тума суннă.

Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕнчен.

Хаклав

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев рейтингĕ ỹснĕ пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ. Паян кун пирки общество пурнăçĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ çынсем хăйсен шухăшне пĕлтереççĕ.

Константин КОСАЧЕВ, Федераци Канашĕн Тĕнчери ĕçсен комитечĕн председателĕ:

- Ку хыпар Чăваш Ен юлашки çулсенче епле аталаннине хаклать. Рейтинга уйăхсерен пĕтĕмлетеççĕ, анчах та кунта тĕп тенденци - вăл позитивлă пулни. Михаил Васильевич Игнатьев асăннă рейтингра тата ыттисенче те çỹлелле хăпарать. Çакă республика пĕтĕм Раççей шайĕнче лайăх кăтартусемпе палăрнине тата Раççейри аталану вăтам кăтартăвĕсенчен чылай чухне иртсе кайнине çирĕплетет. Пĕтĕмĕшле каласан, республикăна çĕнĕ инвестицисем килччĕр тесе ятарлă планка палăртса никама шанмасăр хамăр вăйпа тата квалификаципе, республикăн интеллектуаллă потенциалĕпе хăвăрт та вăйлă аталанма май пуррине ыттисене тĕслĕх кăтартать. Çакă Михаил Васильевич ертсе пыракан команда маттур та хастар пулнине çирĕплетет.

Владислав ИЛЬИН, вице-адмирал, офицерсен "Сыны Отечества" юлташлăхĕн ертỹçи, ентеш:

- Çакна пĕлтерĕшлĕ кăтарту тесе шутлатăп: М.Игнатьев оппозицие пăхмасăрах, халăхшăн, халăх интересĕшĕн, халăх пуласлăхĕшĕн ĕçлет. Вăл çитĕнекен ăрăва, çамрăксене пысăк тимлĕх уйăрать. "Сыны Отечества" обществăлла организацин çул-йĕрĕсенчен пĕри - çамрăксене патриотизмла воспитани парасси. Михаил Васильевичпа нумай ыйтăва пĕрле сỹтсе яватпăр. Чăваш Енре пĕр çар чаçĕ те çук пулин те, виçĕм çул республика мобилизациллĕ хатĕрленỹ ыйтăвĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çакăн йышши тĕп ĕçсемпе çитĕнỹсем тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетеççĕ, рейтинг картлашкипе çỹлелле хăпарма та май параççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика