09 сентября 2015 г.
Шкул ачисене заявленисемпе резюме çырма вĕрентесшĕн.
Иртнĕ кунсенче Патшалăх Думин вице-спикерĕ Сергей Нарышкин аллине çĕнĕ концепци лекнĕ. Унта сăмах шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентмелли çĕнĕлĕхсем пирки пырать.
Пурнан пурнăçра кашни çыннăнах тĕрлĕ йышши заявлени, отчет, резюме таврашне çырма лекет. Анчах та вĕсене çырма яланах пурте пĕлсе каймаççĕ. Шăпах çакăн пирки - вырăс чĕлхине вĕрентнĕ май ачасене пурнăçра кирлĕ пулма пултаракан хутсене çырма вĕрентесси - каланă концепцире.
Хальхи вăхăтра ачасем шкула чылай предмета ăнланмасăр вула-вула астуса юлма тăрăшаççĕ. Кун пек ан пултăр тесен, концепци авторĕсен шухăшĕпе, вырăс чĕлхине аван вĕренни ачана карьера тунă чух кирлĕ пулма пултарнине палăртмалла. Çавăнпа ĕçлĕ хутсене кирлĕ шайра çырма вĕрентмелле те.
Унсăр пуçне, вырăс чĕлхипе литературине аталантарни, сарни Раççейĕн тĕнче шайĕнчи авторитетне "çемçен вăйлатма" пулăшать тесе шухăшлать Сергей Нарышкин.
Тепĕр çĕнĕлĕх - уроксенче ачасене çырма кăна мар, калаçма та вĕрентесси. Паянхи кун шкулта ачасене çынсем умне тухса тĕрĕс калаçма вĕрентмеççĕ тесе шутлаççĕ ученăйсем, çак çитменлĕхе пĕтересшĕн. Унпа пĕрлех ачасене пĕчĕкренех - ача садне çỹренĕ вăхăтранах - кĕнекесене юратма, вулама вĕрентмеллине аса илтереççĕ.
Источник: "Каçал Ен"