АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекен çын яланах хисеплĕ

09 сентября 2015 г.

Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертỹçисемпе ирттернĕ ĕçлĕ планеркăра 2016 çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пуласса пĕлтернĕ. Регион ертỹçи палăртнă тăрăх, Ĕç çыннин çулталăкне йĕркеленин тĕллевĕ - хальхи экономика лару-тăрăвĕнче Чăваш Ене çирĕп аталантарасси, обществăра ĕçе тата ĕç çыннине хисеплеме вĕрентесси, тăрăшма кирлĕ условисем туса парасси. Михаил Игнатьев çавăн пекех ĕçе юратса, тăрăшса пурнăçласа çеç çитĕнỹсем тума май пуррине палăртса хăварнă.

- Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкне палăртассипе çыхăннă ыйтусене предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе, коллективсемпе, бизнес-пĕрлешỹ представителĕсемпе, студентсемпе, вĕренекенсемпе, тĕрлĕ обществăлла пĕрлешỹсемпе, ахаль çынсемпе тĕл пулнă май пĕрре кăна мар сỹтсе явнă. Пирĕн тĕллев - обществăра ĕçлекен çынна хисеплеме вĕрентесси. Кашни çын вăл пурнăçлакан ĕç çĕршыва кирлине туймалла, - пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Районта пурăнакансем те 2016 çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнине ырласа йышăнчĕç.

Любовь Степановна Иванова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ:

- Ĕç çынна илем кỹрет, тенĕ ваттисем. Ĕçчен çынна ял çинче хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Анчах та темшĕн юлашки вăхăтра ĕç хакĕ, рабочи специальноçĕсен ят-сумĕ чакни сисĕнме пуçларĕ. Çавна май çитес çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнине ырлатăп.

Шкултан вĕренсе тухакансем тỹрех аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕме тăрăшаççĕ. Ку лайăх-ха, анчах та организацисене рабочи специальноçлĕ, квалификациллĕ кадрсем çитменни чăрмав кăларса тăратать. Çак ыйтăва вара татса памаллах. 2015-2016 вĕренỹ çулне "Технологи" предмечĕн çулталăкĕ тесе палăртни те ỹсĕмсемпе савăнтарасса шанатăп. Шăпах шкулта пĕлỹ пухнă чухне пулас профессине палăртса хумалла та профиллĕ çул-йĕрпе утмалла. Выпускниксене ĕç рынокĕнче кирлĕ специальноçсене суйласа илмешкĕн вĕрентмелле. Çамрăксем профессисен тĕнчипе ытларах паллашчăр, тĕрĕс çул суйласа илччĕр, çĕршыва юрăхлă çын пулччăр. Хăйсене тĕрлĕ енлĕ аталантарса, ĕçе юратса пурăнччăр.

Нина Петровна Юдина, ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ:

- Паянхи пурнăçра ĕçлекен çынна хисеплеме вĕрентесси, нумай çул тăрăшакансен опычĕпе паллаштарасси, чи маттуррисене чысласси чăннипех те кирлĕ. Çамрăксем чи хастаррисене, ĕçре ỹсĕмсем тăвакансене куçран пĕлмелле, вĕсен тĕслĕхĕпе ỹсмелле. Эпир - ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ ăру. Пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă. Тырă та вырнă, çапнă та. Уй-хирте, нумай çул фермăра ĕçленĕ. Кил хуçалăхĕнче те алă усса ларма вăхăт пулман, атте-аннене пулăшнă. Паян вара хăш-пĕр çамрăксем вăхăта усăсăр ирттерни ытларах та ытларах куç умне лекет. Вĕсем укçана çăмăллăн ĕçлесе илес тĕллевпе пурăнаççĕ. Вăрлаççĕ, улталаççĕ... Ашшĕ-амăшĕн ачисене тĕрĕс воспитани парса, ĕçе хăнăхтарса ỹстермелле, пĕрле явăçтарма тăрăшмалла. Ĕç çыннин çулталăкĕнче ĕçе хисеплесси ỹсессе, рабочи профессийĕсен ят-сумĕ çĕкленессе шанас килет.

А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика