09 сентября 2015 г.
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕн талисманне палăртассипе йĕркеленĕ конкурса июлĕн 30-мĕшĕнче пуçарнă. Ĕçсене августăн 26-мĕшĕччен йышăннă.
Жюри конкурса тăратнă 70 ĕçе пăхса тухнă. Вĕсене kp.ru сайта сасăлава лартнă пулнă. 2016 çулта иртекен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕн талисманĕ - йăл кулăллă, утмăл турат чечекĕпе илемлетнĕ тулă кĕлти. Конкурс çĕнтерỹçи - Самар облаçĕнчи Сызрань хулинче пурăнакан Наталия Иванова. Ăна конкурсра çĕнтернĕшĕн 50000 тенкĕпе хавхалантараççĕ.
Жюри членĕсем шутланă тăрăх, çак ĕç ял хуçалăх перепиçĕн символĕпе тỹрремĕнех çыхăннă, вăл ỹкерни енчен чи тивĕçли, ун çине пăхсассăн ырă шухăшсем çуралаççĕ. Унсăр пуçне талисманпа перепиçпе информаци ĕçĕсем ирттернĕ вăхăтра усă курма пулать. Талисман перепиçĕн эмблеми çумĕнчи формаллă мар хушăм пулĕ.
Çитес вăхăтра суйласа илнĕ талисманăн хăйĕн ячĕпе "историйĕ" те çуралĕ. Сирĕн сĕнỹсене 2016 çулхи ял хуçалăх пресс-центрĕн "ВКонтакте" сайтри официаллă страницинче (vk.com/vshp2016) кĕтетпĕр.
ЧĂВАШСТАТ.
Источник: "Каçал Ен"