09 сентября 2015 г.
Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Шупашкар хулинче тăван халăхăмăрăн мухтавлă ывăлне - Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, авиаци генерал-майорне Андриян Григорьевич Николаева халалласа "Советская Чувашия" хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн спорт ăмăртăвĕ иртрĕ. "Олимпийский" стадиона пухăннă спортсменсене чи малтанах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев саламларĕ.
- Спорт пурне те пĕрлештерет, вăй-хала çирĕплетет, çĕнĕ туйăмсем парнелет. Ахальтен мар Чăваш Енĕн патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - спорт çине тимлĕх уйăрасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма халăха ытларах та ытларах явăçтарасси. Çавна май республикăра çĕнĕ спорт объекчĕсем хута каяççĕ, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем, акцисем тăтăшах иртеççĕ. Эпĕ паян кунта килнисене пурне те тав тăватăп. Эсир ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Спорта юратар, унпа туслашар, - палăртрĕ вăл.
Чи малтан VIP-чупăва ертỹçĕсем - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансем тата ытти официаллă хăнасем - тухрĕç.
Ăмăртăва чăннипех те спорта юратакансем килсе çитни куç кĕрет. Районсемпе хуласенче тухса тăракан хаçат-журнал ĕçченĕсем, радио-телевидени журналисчĕсем старта тăчĕç. Министерствăсемпе тĕрлĕ ведомствăсен ĕçченĕсем, аслă вĕренỹ заведенийĕсен студенчĕсем, шкул ачисем тĕрлĕ дистанцисене чупса тупăшрĕç. Çумăр пĕр чарăнмасăр çуни те спортсменсене старта тухма, çĕнтерỹ патне ăнтăлма чăрмантармарĕ. Эпир те, "Каçал ен" хаçат ĕçченĕсем, спорт фестивальне çитрĕмĕр, район администрацийĕн туслă команди те ăмăртăва хастар хутшăнчĕ. Çĕнтерỹçĕсен йышне лекеймерĕмĕр пулин те, ăмăртуран çĕкленỹллĕ кăмăлпа таврăнтăмăр.
А.АНТОНОВА.
Цитата Юрий БОРЗАКОВСКИЙ, çăмăл атлетикăпа Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ:
"Сезон вăхăтĕнче Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕ çăмăл атлетикăпа старта тухма шăпах Чăваш Енре хатĕрленчĕ. Чăваш Республикинче питĕ нумай спорт ăмăртăвне ирттернĕ. Нумаях пулмасть Европа чемпионачĕ иртрĕ. Республика хăнасене чаплă кĕтсе илчĕ, пурне те хăйĕн тараватлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Ют çĕршывсенчен килнисем тĕлĕннине пытармарĕç. Кун пек чемпионат нихăш регионта та иртмен. Михаил Васильевич спорта аталантарас тесе нумай тăрăшать. Манăн Чăваш Енре пурăнакан юлташсем спортпа туслашма, çи-тĕнỹсем тума пур услови те çителĕклĕ пулнине çирĕплетеççĕ. Куншăн, паллах, чĕререн тав тăватăп".
Источник: "Каçал Ен"