09 сентября 2015 г.
Ял хуçалăх ĕçченĕсем ĕçе вăхăтра та пахалăхлă пурнăçламаллине пĕлсе тăрăшаççĕ. Çавна май кашни кунпа тулли усă курса ĕçлеççĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче вырма ĕçĕсене вĕçленĕпе пĕрех. Сентябрĕн 8-мĕшĕ тĕлне 14368 гектар çинчен 29011 тонна çапса тĕшĕленĕ. Хальлĕхе ĕçе 95 процент пурнăçланă.
- Çак кунсенче уяр çанталăкпа усă курса вырма ĕçĕсене вĕçлеме палăртнă. Çапса тĕшĕлемелли нумаях мар. Чи малтан вырмана пĕтернисем ыттисене пулăшаççĕ. Сăмахран, "Золотой колос" фермер хуçалăхĕн, "Победа" ЯХПК комбайнĕсем "Восток" тата "Алга" кооперативсен уйĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапаççĕ. Пĕр-пĕрне пулăшни ĕçе хăвăртрах пурнăçлама май парать, - пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдинов.
"Дружба" ЯХПК, "Слава картофелю" агрофирма, "Комсомольские овощи", Ф.Хайртдиновăн, Н.Самаринăн фермер хуçалăхĕсем çĕр улми кăларма тытăннă. Хальлĕхе ĕçе 385 гектар çинче пурнăçланă, 10830 тонна пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç кашни гектартан - 285 центнер. Çавăн пекех хуçалăхсем кĕрхи культурăсене акаççĕ, çĕртме тăваççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"