05 сентября 2015 г.
Нумаях пулмасть Каçал тăрăхĕн пултаруллă ачисем Крымран таврăннă. "Островок" ташă ушкăнĕн солисчĕсем, "Мишар" эстрадăпа фольклор ансамблĕн, "Тамчы" вокал ансамблĕн артисчĕсем ача-пăчасен "Алтын Майдан - Крым" конкурс-фестивальне тата Пĕтĕм халăхсен "ALTYN JUL/GOLDEN WAY - 2015" этнофестивальне хутшăннă.
Унта Китай, Япони, Буряти, Тыва, Хакасси, Тутарстан, Пушкăртстан, Удмурти, Мари Эл, Кабардино-Балкари, Карачаево-Черкесси, Осети - Алани, Краснодар, Чулхула, Саратов, Чĕмпĕр коллективĕсем хутшăннă. Районти юрра-ташша маттур ачасем хăйсен иксĕлми пултарулăхĕпе паллаштарнă, "Волжские мотивы" выставкăна та вĕсем çỹллĕ шайра йĕркеленĕ. Фестивальте тĕрлĕ халăх юрри-ташши пулнă. "Алтын майдан - Крым" фестивале йĕркеленин тĕллевĕ - çĕршыври пĕтĕм халăхсен туслăхне çирĕплетесси, йăла-йĕркене упраса хăварасси. Асăннă фестивальсен хăйне евĕрлĕхĕ вăл - унта сусăр ачасем те ыттисемпе танах хутшăнни. Шăпах çакăн пек мероприятисем туслăха çирĕплетме параççĕ. Ултă куна тăсăлнă фестивальте ачасем юрласа-ташланипе пĕрлех тĕрлĕ мастер-классене хутшăннă, пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе, йăли-йĕркипе паллашнă.
Разиль Шарафутдинов "Алтын майдан - Крым" фестивальте 2-мĕш вырăна, этнофестивальре 1-мĕш вырăна тухма пултарнă. "Мишар" ансамбль 1-мĕш вырăна алăран вĕçертмен, "Тамчы" ансамбль каччисем иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Çĕнтерỹçĕсене сертификатсемпе, дипломсемпе чысланă. Ачасен çитĕнĕвĕнче Сергей Блохин, Вагиз Камалетдинов вĕрентекенсен тỹпи уйрăмах пысăк. Çак çулçỹреве вара Комсомольскинчи искусство шкулĕн директорĕ Ферит Гибатдинов йĕркеленĕ.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"