05 сентября 2015 г.
Ял çыннисем çĕрулмие, кишĕре тата ытти пахча çимĕçе хĕл каçма ытларах нỹхрепе хураççĕ. Анчах та час-часах чылайăшĕ нỹхрепе хатĕрленĕ чухне хăрушсăрлăх правилисене шута илмест, асăрханмасть. Августăн 29-мĕшĕнче Çĕрпỹ районĕнчи Кăшаркасси ялĕнче çĕрулмие нỹхрепе хунă вăхăтра сĕрĕм газне пула 4 çын вилнĕ.
Нỹхрепе мĕнлерех тĕрĕс хатĕрлемелле-ши?
Ăна юлашки çĕрулмипе ытти пахча çимĕçе кăларса пĕтерсенех хатĕрлеме пикенмелле. Анчах та ỹстернĕ çимĕçе пухса кĕртме тытăниччен пĕр уйăх маларах хатĕрлемеллине манмалла мар. Чи малтан пахча çимĕç юлашкисене пуçтарса кăлармалла та инфекцине салатас мар тесе шăтăка чавса пытармалла. Сентрисене те кăларса çуса тасатмалла, хĕвел çинче типĕтмелле. Нỹхрепе тул енчен уçса пĕр эрне уçăлтармалла.
Кăшлакан чĕрчунсем ерсен вара вĕсене пĕтермелле, капкăнсем е наркăмăшлă илĕртмĕшсем хумалла.
Хăшĕ-пĕри кăшлавçăсене пĕтерме е нỹхрепе дезинфекцилеме тĕрлĕ хими япаласемпе усă курать. Вĕсемпе усă курнă чухне вара инструкцирен пăрăнмалла мар, ирттернĕ кашни процедура хыççăн нỹхрепе уçăлтармалла.
Час-часах сарăмсăр инкек нỹхрепре пуçтарăннă наркăмăшлă газа пула сиксе тухать. Вĕсем тĕрлĕ хурт-кăпшанкăна е кăшлавçăсене хирĕç усă курнă тĕрлĕ ỹсен-тăрана тĕрĕс мар çунтарнă е дезинфекци им-çамĕсемпе усă курнă чухне инструкцие пăхăнмасан юлма пултараççĕ. Çĕрулми тата ытти пахча çимĕç те çĕрнĕ чухне пурнăçшăн хăрушă япаласем кăлараççĕ.
Шел пулин те, çынсем кун пирки манаççĕ. Наркăмăшлă газсем сывлăшран йывăртарах пулнă май вĕсем нỹхрепĕн аялти уйрăмĕнче пуçтарăнаççĕ. Çавăнпа та нỹхрепре вентиляци системи кирлех.
Хранилищĕне хатĕрленĕ чухне вентиляци трубисене тасатмалла, юсамалла, ĕç функцийĕсене тĕрĕслесех тăмалла.
Наркăмăшлă газ пуррипе çуккине мĕнле тĕрĕслемелле-ха?
Наркăмăш япаласем шăршсăр тата тĕссĕр пулнă май вĕсене туйса илме çук. Нỹхреплĕ çынсен сывлăшра сĕрĕм газĕ 10 процент çеç пулсан та вăл пурнăçшăн питĕ хăрушă пулнине асрах тытмалла. Çавăнпа та нỹхрепе анас умĕн сывлăш пуррине тĕрĕслемелле. Кăна витрене çунакан çурта хурса нỹхрепе антарса пĕлме пулать. Çурта сỹнни унта сывлăш çуккине, нỹхрепе тепĕр хутчен уçăлтармаллине пĕлтерет.
Нỹхрепе пĕччен тасатма-юсама хушмаççĕ. Кам та пулин тулта сыхласах тăмалла. Вăл тепри аптăрасан туртса кăларса пулăшу пама пултарать.
Наркăмăшлă сывлăшпа аптăрасан çын халсăрланать, пуçĕ çаврăнма пултарать, каярах тăнне те çухатать. Çакăн евĕр паллăсене сиссенех уçă сывлăша тухма тăрăшмалла.
Тухтăрсем киличчен мĕнле пулăшмалла?
Малтанхи паллăсене сиссенех çынна уçă сывлăша кăлармалла, кĕпин тỹммисене салтмалла, пиçиххине пушатмалла, васкавлă пулăшăва шăнкăравламалла, нашатырь спирчĕпе йĕпетнĕ ватăна шăршлама памалла, тăнне çухатсан чĕрене тỹрĕ массаж тумалла. Çак пулăшу çынна чĕрĕ хăварма пулăшать. Çавăнпа та асăрхануллă пулăр.
Источник: "Каçал Ен"