05 сентября 2015 г.
Пурнăç тăршшĕпе тỹрĕ кăмăлпа утаканран, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çынран вĕренмелли чăннипех те нумай. Шăпах профессионалсем çамрăксене паха опытпа паллаштараççĕ, ĕçе хăнăхтараççĕ. Çакăн пек маттур çынсенчен пĕри Рашид Бориевич Шигапов пулнă. Вăл 1978-1989 çулсенче Комсомольски районĕн шалти ĕçсен пайĕн начальникĕнче тăрăшнă. Каçал тăрăхĕнчи хисеплĕ çынсенчен пĕри вăл. Ăна таврари нумай çын пĕлет, ун çинчен тата тĕплĕнрех пĕлес тесе хисеплĕ ветеранпа, районти шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсен канашĕн председателĕпе Петр Васильевич Лапшин полковникпа тĕл пултăм.
- Рашид Бориевич ĕçне чунтан парăннă çынсенчен пĕриччĕ. Вăл ĕçе нихăçан та ячĕшĕн пурнăçламан. Çакна ỹсĕмсем çирĕплететчĕç. Вăл ĕçленĕ вăхăтра нумай преступление уçăмлатма май килнĕ, лавкка, выльăх-чĕрлĕх вăррисене тытса чарнă, явап тыттарнă. Тин çеç милици ĕçне кỹлĕннĕ сотрудниксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Мана та пĕрмай пулăшса пынă, унăн сĕнỹ-канашĕсене яланах шута илеттĕм. Тăван тăрăхне Тăвай районĕ урлă çỹретчĕ, çула май ман пата тăтăшах кĕрсе тухатчĕ. Эпĕ ун чухне Тăвай районĕн шалти ĕçсен пайĕн начальникĕччĕ. Пирĕн, паллах, сỹтсе явмалли, канашламалли нумай пулнă. Вăл çав тери пысăк тавракурăмлă, анлă пĕлỹллĕ çынччĕ. Хăйĕн ĕçне пилĕк пỹрнене пĕлнĕ пек шĕкĕлтетчĕ. Ахальтен мар Рашид Бориевича маттур ĕçленĕшĕн, хастарлăхшăн пĕрре кăна мар Хисеп ху-чĕпе, Тав çырăвĕпе чысланă, вăл нумай-нумай медале, ордена тивĕçнĕ. Р.Шигапов тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн Комсомольскинчи шалти ĕçсен пайне ертсе пыма мана шанчĕç. Апла пулин те вăл яланах коллективпа тĕл пулма, йывăр ыйтусене сỹтсе явма вăхăт тупатчĕ, тĕрлĕ йышăнусем тума та сахал мар пулăшнă. Унăн çутă сăнарĕ паянхи кун та чĕрере упранать, - аса илет Петр Васильевич Лапшин.
Пурăннă пулсассăн, Рашид Бориевич Шигапов августăн 18-мĕшĕнче 80 çул тултаратчĕ. Шел те, чире пула 2004 çулта унăн пурнăçĕ татăлнă. Вăл Тутарстан Республикинчи Зеленодольск районĕнче çуралса ỹснĕ пулсассăн та, хăйĕн пурнăçне пĕтĕмпех Чăваш Енпе çыхăнтарнă. Пуçласа Канаш районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче участковăй пулса тăрăшнă. 1970-мĕш çулсенче Рашид Бориевич Патăрьел районĕн шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ пулнă. Каярах вăл Хĕрлĕ Чутайра тăрăшнă. Пуян та пысăк опытлă ĕçчене пирĕн района çирĕплетеççĕ. Шигаповсем Каçал тăрăхĕнче тĕпленнĕ. Мăшăрĕпе, Венера Хакимовнăпа, ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Вĕсене аслă пĕлỹ илме пулăшнă, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
- Рашид пур ĕçе те тĕплĕн пурнăçлакан çынччĕ. Ачасене те çакнах хăнăхтарса ỹстернĕ. Çирĕп кăмăллăскер, ĕçе яланах палăртнă вăхăтра тунă. Ырана, тепĕр куна хăварни нихăçан та пулман. Уншăн ĕç тĕп вырăнтаччĕ, - тет аса илсе мăшăрĕ.
- Р.Б.Шигапов коллектива ертсе пынă вăхăтра эх мĕнлерех концертсем иртетчĕç, районти культура çуртĕнче халăх лăк туллиехчĕ. Сотрудниксем çеç мар, çемйипех юрласа-ташлатчĕç, куракансене савăнтаратчĕç. Туслă та çирĕп коллектива ертсе пынă вăл, - сăмахлать Петр Васильевич.
Рашид Шигапов тивĕçлĕ канăва кайсассăн тилхепене хăйĕн аллине илсесĕн те коллективри йăла-йĕркене Петр Васильевич пăрахăçламан. Çаплах концертсем, тĕл пулусем, канашлусем иртнĕ. Яланах кăткăс ыйтусене ĕçтешĕсемпе сỹтсе явнă, çамрăксене ĕçлеме хăнăхтарнă.
- Рашид Шигапов подполковник чăннипех те маттур çынсенчен пĕри пулнă. Вăл пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче пултăрччĕ, унăн кун-çулĕ, çутă сăнарĕ яланлăха пирĕн чĕресенче упрантăр, - терĕ пĕтĕмлетсе Петр Лапшин.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"