АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хулă чухне авмасан тата хăçан?

05 сентября 2015 г.

 Çыннăн аталанăвĕнче ĕç питĕ пысăк вырăн йышăннă, йышăнать те. Çавăнпа ĕлĕкренех ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарма тăрăшнă. Ялсенче халĕ те çаплах пырать ку йăла, ара, шăп çемьере ача пуçламăш хăнăхусем илет, ĕç майне-шывне вĕренет-çке. "Ỹркенсе ан тăрăр, ачамсем. Ĕçлени хăвăршăн пулмасан та вĕренни - хăвăршăн", - тетчĕ яланах аннемĕр. Çак сăмахсен актуаллăхĕ нихăçан та чакмассăн туйăнать мана, вĕсенче халăх педагогикин вăрттăнлăхĕ те пытаннă.

Ĕç меслечĕсене вĕрентекен тепĕр картлашка вăл - шкул. Унта ачасене вăл е ку ĕçе пурнăçлама вĕрентнисĕр пуçне професси суйласа илме те пулăшаççĕ. Професси туртăмĕ тĕрĕссипе садикрех пуçланать. Воспитательсем хăш ача пĕчĕкренех мĕнпе кăсăкланнине сăнаççĕ. Пирвайхи ĕç хăнăхăвĕсем лайăххине кура çав пепкен пултарулăхне малалла аталантарма тăрăшаççĕ. Çавăнпах ача сачĕсенче, шкулсенче мини-парикмахерскисем, тăм савăт ăстисен, çĕвĕ тата ытти енлĕ мастерскойсем, технологи лабораторийĕсем йĕркелесен вĕрентỹ ĕç-хĕлĕн пахалăхĕ тата ỹсесси куçкĕрет. Анчах хальхи шкул ачисемпе калаçатăн та, вĕсем урокра теори пĕлĕвĕ çеç панине каланине илтме пулать. Практикăпа çыхăнса тăмасан çав уроксен усси пур-ши? Енчен те апат пĕçерме вĕрентес тесен сăмахпа каласа ăнлантарни çеç çителĕксĕр пек туйăнать-çке. Анчах тĕрлĕ йышăнусемпе ачасене плитасем патне пыма чарнă. Хĕрпĕрчисен амăшĕсем çине шанмалли çеç юлать.

Маларахри çулсенче ĕç урокĕсенче учитель мĕн вĕрентнине йăлтах ĕçпе çирĕплетсе пынине астăватăп. Эпир, тĕслĕхрен, ешчĕксем те шакканă, ĕне те сунă, арçын ачасем станок умне тăрса детальсем тума та хăтланатчĕç. Учительсем хăрушсăрлăх техникипе аван паллаштарнипе-и, инкек-синкек пулнине те астуматăп. Хальхи саккунсем вара ачасене ĕçлеттерме чараççĕ. Уроксем вăхăтĕнче çĕрулми пуçтарма ярас тесен те шкул дирекцийĕсен купипех хут тумалла. Çакăн пек чарусем ачасене ĕçрен пăрăнмалли сăлтав тупса панипех танлашать. Ĕçлеме вĕренни пурнăç тăршшĕпех кирлĕ-çке, ача чухне хăнăхтармасан çакна хăçан тумалла? "Хулă чухне авмасан патак пулсан аваймăн", - тет ваттисен сăмахĕ те.

2015-2016 вĕренỹ çулне "Технологи" предметăн çулталăкĕ тесе па-лăртни савăнтарать. Профильлĕ майпа вĕрентессин концепцине пурнăçласа çамрăк ăрăвăн хăйсене килĕшекен профиль класĕсенче пĕлĕвне малалла ỹстерме май пулĕ. Тен, асăннă классем пулас профессие суйласа илме те пулăшĕç, çакна шанас килет.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика