АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур ĕçлекенсене чысланă

05 сентября 2015 г.

 Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Потребительсен обществин союзне 95 çул çитнине анлăн паллă тунă. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тата официаллă ытти хăнасем пуçтарăннă. Савăнăçлă уяв пуçланиччен пухăннисем Чăвашпотребсоюз хатĕрленĕ куравсемпе паллашнă. Чăвашпотребсоюз председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов организаци экономикăри пысăк пĕлтерĕшлĕ пĕрлешỹ пулнине палăртнă.

- Чăвашпотребсоюз 8 пин çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет. Регионти чи аякра вырнаçнă ял тăрăхĕсене те кирлĕ таварсене илсе çитерет. Районсемпе хуласенче çĕнĕрен те çĕнĕ предприятисем уçать. Вуншар çул ытла организаци Раççей шайĕнче малти вырăнсене йышăнса пырать, - тесе палăртнă уявра Михаил Игнатьев.

Чи маттур ĕçлекенсене Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă. Вĕсен йышĕнче пирĕн районти райпо системин ĕçченĕсем те пур. Акă, Комсомольски райпо совечĕн председательне Евгений Карпеева "За стабильное развитие Чувашпотребсоюза" номинацире чысланă. Райпо совечĕн председателĕн çумне Людмила Сорокинăна "Раççей Федерацийĕн потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ" хисеплĕ ят панă.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика