02 сентября 2015 г.
Августăн 30-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хули 55 çул тултарнине паллă тунă. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьев тата РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ В.Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ А.Самойлова, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Николаев, Çĕнĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ О.Матвеев, хула администрацийĕн пуçлăхĕ О.Бирюков та хутшăннă. Вĕсем куравсене пăхса çаврăннă, кикбоксинг енĕпе Европа чемпионĕ А.Шишокин ертсе пынă зарядкăна хутшăннă. М.Игнатьев çавăн пекех çĕнĕрен хута кайнă суту-илỹ комплексне пăхса çаврăннă, "Кĕр мăнтăрĕ" куравпа та кăсăкланнă. Ял хуçалăх таварĕсене сутакансемпе тĕл пулса вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравсем панă. Çав кунах Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ поликлиника юсав ĕçĕсем хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă. Юсав ĕçĕсене ирттернисĕр пуçне, кунта пурлăхпа техника базине те тĕпрен ылмаштарнă, регистратура пайĕнче те çĕнĕлĕх чылай.
Источник: "Каçал Ен"