02 сентября 2015 г.
Сентябрĕн 13-мĕшĕнче, Пĕрлехи суйлав кунĕнче, суйлав участокне пурин те çитме май пулаймасть. Хăшĕ-пĕри ĕçлеме инçете тухса каять, теприсен татах мĕнле те пулсан сăлтав тупăнать. Комсомольски территориллĕ суйлав комиссийĕ маларах , сентябрĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 12-мĕшĕччен, сасăлама май пуррине пĕлтерет. Енчен те 13-мĕшĕнче хăвăра списока кĕртнĕ вырăнта пĕр-пĕр сăлтавпа сасăлава хутшăнаймастăр пулсан, çак тапхăрта пур суйлав участокĕнче те сире маларах сасăлама ирĕк парĕç.
Уяма тивĕçлĕ сăлтавсем шутне çаксем кĕреççĕ:
- отпуск;
- командировка;
- ĕçе вĕренỹ режимĕ;
- патшалăх тата обществăлла тивĕçсене пурнăçлани;
- сывлăх тăрăмĕ.
Участоксенчи суйлав комиссийĕсем сентябрĕн 2-12-мĕшĕсенче çак графикпа ĕçлеççĕ:
- ĕç кунĕсенче - 16 сехетрен 20 сехетчен;
- канмалли кунсенче - 13 сехетрен 18 сехетчен.
Источник: "Каçал Ен"