АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комментари

02 сентября 2015 г.

Комментари Агзям Халимович ШАКИРОВ, попечительсен совечĕн председателĕ:

Мусульмансен прихучĕн община çуртне - медресене - тăвас шухăш ахальтен çуралман. Тукай Мишерте кашни уйăхрах яла хăтлăлатас, тирпей-илем кỹрес ыйтусемпе попечительсен совечĕн пухăвĕсем иртеççĕ. 2012 çулти пĕр пухура медресе лартас йышăну тунă. Ăна ял вăйĕпе çĕкленĕ. Питĕ пысăк пулăшу Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов кỹнĕ. Вĕсене пуç тайса тав тăвас килет.

Пирĕн тĕп тĕллев - ачасене мĕн пĕчĕкренех тивĕçлĕ воспитани парса тĕрĕс çул çине тăратасси, хамăр тĕнпе йăла-йĕркесене сыхласа хăварасси. Медресене вара ачасемсĕр пуçне мăн çынсемпе аслă ăрури çынсем те килме пултараççĕ. Ялта клуб çук, çавна май кирлĕ оборудовани туянса яшсем тренажер, хĕрсем гимнастика залĕсене çỹреме, спорт вăййисене юратакансем спортзала килсе выляма пултарĕç. Библиотека та пур.

Кунта икĕ имам - Наил хазрат Ямалутдинов тата Раис хазрат Арифуллин - тăрăшаççĕ. Вĕсемсĕр пуçне ялти ветеран-учительсем те хăйсен пĕлĕвĕпе паллаштарĕç.

Медресе алăкĕ кашни валлиех яланах уçă пулĕ.

Людмила Степановна Козлова, культура ĕçченĕ:

Йỹç Шăхалĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлни - питĕ пысăк пулăм. Ял çыннисем чылайранпа кĕтнĕ объект ку, мĕншĕн тесен малтанхи çурчĕ кивелсе çитнĕччĕ, унта медиксене ĕçлеме условисем начартарахчĕ. Халь вара тăпăл-тăпăл та паян кунхи медоборудованипе тивĕçтернĕ фельдшерпа акушер пункчĕ аякранах хăй патне йыхăрать тейĕн. Ялта пурăнакансен кăмăлне тивĕçтерекен пункт пурри, унта яланах медицина пулăшăвĕ пама пултарни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Халĕ ĕнтĕ пирĕн вырăнтах сипленме, тивĕçлĕ пулăшу илме май пур. Ял пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшакансене - Чăваш Республикин ертỹлĕхне, Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине, район администрацине, строительсене - чĕререн тав тăвас килет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика