29 августа 2015 г.
Республика бюджетĕнчен саккунсăр майпа укçа илнĕшĕн Комсомольски районĕнчи пĕр кооператив председателĕ çитес вăхăтра суд умне тăрĕ. Канаш хулинчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ ун тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчессине вĕçленĕ. ЯХПК ертỹçине РФ Уголовлă кодексĕн 159.2 статйин 3-мĕш пайĕпе айăплама пултараççĕ.
Следстви версийĕ тăрăх, çав ертỹçĕ 2009 çулта чăнлăхпа килĕшсе тăман приказсем çырнă. Хăй ертсе пыракан предприяти ĕçченĕсене, маларах вĕсен ĕç укçине сыхласа хăвармасăр фиктивлă отпуска янă пек туса, вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарни пирки суя хутсем хатĕрленĕ. Кăна вăл ĕçрен массăллă кăларни умĕнче тăракан çынсене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнăшăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăран тĕллевлĕ программăпа пулăшу илмешкĕн тунă. Суя приказсене хатĕрленĕ хыççăн ЯХПК председателĕ вĕсене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра, ял хуçалăх предприятийĕ тунă тăкака саплаштарма, тăратнă. Тĕрĕссипе вара суя приказсенче асăннă ĕçченсем килĕшỹре кăтартнă нимле ĕçе те пурнăçламанни, малтанхи ĕç вырăнĕнчех ĕçлени тăрă шыв çине тухнă. Çав документсем тăрăх республика бюджетĕнчен асăннă председатель ертсе пыракан организацие 80 пине яхăн тенкĕ укçа куçарнă. Суя мелпе илнĕ çак укçана вара вăл хăйне кирлĕ пек тăкакланă.
Уголовлă ĕçе Елчĕк район судне янă.
О.ДМИТРИЕВ,
ЧР Следстви управленийĕн ертỹçин аслă пулăшуçи.
Источник: "Каçал Ен"