29 августа 2015 г.
Раççей Федерациийĕн Ял хуçалăх министерствин 2014 çулхи постановленийĕ тăрăх, августăн 31-мĕшне ветеринари службин ĕçченĕсен кунĕ тесе йышăннă.
Шăпах çак служба район территорийĕнчи эпизоотиллĕ лару-тăрăва йĕркелесе пырас ĕçе тивĕçлĕ пурнăçлать. Паянхи кун Комсомольски районĕнче 5 ветеринари участокĕпе 4 ветеринари пунктĕнче 37 çын тăрăшать, вĕсенчен 12 специалисчĕ - аслă пĕлỹллĕ, 8-шĕ - вăтам профессионаллă пĕлỹллĕ. Кадрсен вăтам ĕç стажĕ 22 çулпа танлашать. Ĕçри йывăрлăхсене пăхмасăр, опытлă специалистсем пĕтĕм мероприятисене тивĕçлĕ шайра пурнăçлаççĕ.
2015 çулта çынна та, выльăха та ерекен 13 тĕслĕ чиртен (туберкулез, çĕпĕр язви т.ыт.те) тата выльăхсене çеç ерекен 27 чиртен (мăйракаллă шултра выльăх лейкозĕ, сыснасен чуми т.ыт.те) профилактика мероприятийĕсем ирттернĕ. Ветеринари специалисчĕсем профилактика çине пысăк тимлĕх уйăрни ерекен хăрушă чирсене асăрхаттарма пулăшать. Çавăн пекех Комсомольски районĕнчи ветеринари станцийĕ сутмалли аш-какая ветеринарипе санитари экспертизи туса кирлĕ документсем парать, ветеринарипе санитари ĕçĕсене (дезинфекци, дезинсекци, дератизаци т.ыт.те) пурнăçлать.
Ĕçри тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа, тăрăшуллă пурнăçлакан ĕçченсем грамотăсемпе тав хучĕсене тивĕçнĕ. Райветстанцин ветеринарипе санитари экспертизин лабараторийĕн ертỹçи М.Хамбикова, Чĕчкенти ветеринари участокĕн заведующийĕ Р.Зейдуллин - Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин грамотине, Йăлмахва ветеринари участокĕн фельдшерĕ С.Ефремова, В.Хораськинпа В.Ефремов водительсем - Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертỹçин тав хутне.
Ветеринари службинче нумай çул хастар ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă ветерансене те Ветеринари ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп, тав сăмахĕ калатăп. Вĕсем: Г.Софронов, В.Чертынов, А.Григорьева, М.Сорокина, В.Недрова, В.Уразаев, Л.Галкина, В.Петрова, З.Макова, Н.Смирнова, Н.Мурзаева, Р.Тимофеева т.ыт.те. Ветерансене те, паянхи кун çак çăмăл мар ĕçе суйласа илсе тăрăшакан специалистсене те çирĕп сывлăх, çемье ăшши, тăнăçлăх, ăнăçу тата хаваллăх сунатăп.
Р.ВЕЛИМУХАМЕТОВ,
Комсомольски райветстанци ертỹçи.
Источник: "Каçал Ен"