29 августа 2015 г.
Сисĕнмесĕрех çуллахи каникул кунĕсем хыçа юлчĕç, умра - çĕнĕ вĕренỹ çулĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче шкулсем ачасен хаваслă сассипе тулĕç. Районти пур вăтам тата тĕп шкулсем вĕренекенсене кĕтсе илме хатĕр. Классемпе коридорсене тирпейленĕ, сăрланă, юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Астăватăп-ха, шкула çỹренĕ вăхăтсенче илемлĕ те хăтлă класа пырса кĕрсессĕн мĕн тери савăнаттăмăр. Йăлтах çĕнĕ, хитре, урăхла пек туйăнатчĕ. Паян та çаплах пуласса иккĕленместĕп. Вĕрентекенсем те ачасемсĕр тунсăхланă, паллах. Вĕсем ĕçе кỹлĕнме те ĕлкĕрнĕ.
Акă, августăн 26-мĕшĕнче районти культура центрĕнче вĕрентỹ ĕçченĕсен август уйăхĕнчи конференцийĕ иртрĕ. Республикăра асăннă канашлăва "Ачасемпе çамрăксен професси суйлавĕ - Чăваш Республикин патшалăх политикин приоритечĕ" темăна халалларĕç пулсассăн, районти конференци теми - "Районти вĕренỹ учрежденийĕсенчи ачасемпе çамрăксен професси суйласа илессин тĕллевĕсемпе çул-йĕрĕсем". Шкулта пĕлỹ пухаканăн хăйĕн профессине чи малтан палăртса хумалла. Шăпах çак çул-йĕрпе утмалла, кирлĕ предметсене суйласа илмелле, вĕсемпе экзамен тытма хатĕрленмелле. Ахальтен мар кăçал выпускниксем пуçласа математика предмечĕпе база тата профиль шайĕпе экзамен тытса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова шăпах асăннă кăтартусемпе паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 136 выпускникран 64-шĕ суйласа илнĕ профильпе вĕренме кĕнĕ.
- Пирĕн, педагогсен, шкулта профессие тĕрĕс суйлама хăнăхтăрмалла, уроксене пĕлсе йĕркелемелле. Ача мĕнпе кăсăкланнине, хăш предметсене ытларах кăмăлланине пĕлмелле. Çакă вара вĕсене тĕрĕс çул суйласа кирлĕ пĕлỹ илме, юратнă ĕçре пулăшатех, - терĕ Надежда Александровна.
Апла пулсассăн пĕтĕмпех вĕрентекенпе ачаран килет. Паянхи кун шкулсенче тарăн пĕлỹ пухма условисем пур, кăмăл çеç пултăр, педагогсем вара яланах пулăшма хатĕр. Ахальтен мар вĕренекенсем район, республика, Раççей шайĕнчи конкурссенче, олимпиадăсенче палăраççĕ. Çитĕнỹ тар тăкса ĕçлемесĕр пулмасть. Чи маттур вĕренекенсемпе вĕсен наставникĕсене уйрăммăн палăртса хăварни вырăнлă пулĕ тетĕп. Акă, сăмахран, Анастасия Макарова, Эдуард Антонов, Анастасия Белкина, Инесса Михайлова, Зиля Зайдуллина, Гузель Зарифзянова, Алсу Шайдуллина - Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен регионти тапхăрĕн призерĕсем. Кунта, паллах, Н.Я.Боровкова, Г.Ф.Мавлютова, В.П.Мурзаев, В.В.Петрова, С.А.Жукова, Р.Р.Мезитова, Г.Т.Минигалиева вĕрентекенсен тỹпи те пĕчĕк мар. Çавăн пекех 839 ача тĕрлĕ кружоксене савăнсах çỹрет. Уйрăмах "Юный турист", "Юный эколог", Юный краевед", "Юный художник, "Начальное техническое моделирование", "Декоративно-прикладное искусство" кружок членĕсем çитĕнỹсемпе савăнтараççĕ.
Педагогсем те ăсталăхне тăтăшах ỹстереççĕ. Вĕсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашаççĕ. Кăçал районти "Çулталăк учителĕ - 2015" конкурса та 10 вĕрентекен хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсенчен чи маттурри - Урмаел вăтам шкулĕн математика предмечĕн вĕрентекенĕ Гульнафис Сабирзяновна Азмукова. Вăл район чысне республика шайĕнче хỹтĕленĕ. Шăпах хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе, ăсталăха ỹстерме, ачасемпе пĕр чĕлхе çăмăллăнах тупма май пурри пирки конференцире каласа пачĕ. Унăн шухăшĕпе, пур ĕç валли те вăхăт тупăнать. Ачасене предметпа çывăхрах туслаштарма çĕнĕ меслетсемпе усă курмалла, уроксене хăйне евĕрлĕ, кăсăклă йĕркелемелле.
Надежда Александровна пĕлтĕр шкулсенче йĕркеленĕ анкета пĕтĕмлетĕвĕсемпе те паллаштарчĕ. Ачасемпе педагогсене тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама сĕннĕ. Вĕренекенсенчен нумайăшĕ шкула çỹреме кăмăлламаççĕ, хăшĕсем çакăншăн педагогсене, теприсем ашшĕ-амăшне, виççĕмĕшĕсем вĕренỹ тытăмне айăплама пăхнă. Шкула çỹреме кăмăл пултăр тесен чи малтанах мĕн тумалла-ха? Паллах, пур çĕрте те таса та тирпейлĕ пулни вырăнлă. Ачасем пысăках мар шкулсенче, пĕчĕк классенче вĕренме кăмăллаççĕ иккен. Унпа пĕрлех вĕсене тăхтав вăхăтĕнче канма саксем кирлĕ, спортплощадкăна тухса чупма, выляма та хирĕç мар. Вĕренекенсемшĕн чи пĕлтерĕшли вара - пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăну. Вĕсем чи малтан класри ачасемпе пĕр чĕлхе тупасшăн, кайран вара педагогсемпе туслашасшăн. Шкулта мĕн улăштарнă пулăттăр тесе ыйтсассăн, ачасем çапла хурав панă: "Учитель ачана оценкисене кура çеç хакламалла мар. Вăл мана çеç вăр-çать, ыттисене курмасть та тейĕн". Педагогсен те, вĕрентекенсен те анкетăри хуравсемпе шухăшсене шута илсе ĕçлемеллех. Кашни кунах шкул çулне такăрлатма уçă та хаваслă кăмăл пулмаллах.
Педагогсен кăçалхи конференцине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов хутшăнчĕ. Пухăннисене çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче пысăк хавхаланупа ĕçлеме, çитĕнỹсем тума сунчĕ.
- Пурнăçра ача мĕнле çул-йĕр суйласа илесси чи малтан сирĕнтен, педагогсенчен, килет. Эсир вĕсене çырма-вулама, шутлама вĕрентетĕр, пысăк пĕлỹ тĕнчипе паллаштаратăр, професси суйласа илме те эсирех пулăшатăр. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ технологи предмечĕн çулталăкĕ пулнă май, пушшех те çанă тавăрса ĕçлеме тивет. Ачасене пĕлỹ панипе пĕрлех ĕçе те явăçтармалла, - терĕ вăл.
Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Петрова 2016 çулта вĕренỹ сферинче федерацин патшалăх çĕнĕ стандарчĕсене ĕçе кĕртме тытăннине аса илтерчĕ. Çавна май учительсен квалификацие ỹстермелле, ĕç планĕсене те çĕнĕлле йĕркелемелле. Кашни вĕренекенпе уйрăмшарăн ĕçлемеллине те тĕпе хумалла. Сăмахран, олимпиадăсенче мала тухакан вĕренекенсемпе пушшех те çĕнĕлле ĕçлемелле, вĕсене пĕлменнипе паллаштармалла. Светлана Владимировна ача сачĕсем пирки те каласа хăварчĕ. Унăн шухăшĕпе, ачасем кĕске вăхăтлăх ушкăнсене çỹрени пĕрре те меллĕ мар, вĕсем унта кунĕпех пулмалла. Кун пек чухне педагогсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме те пулĕ, укçа-тенки те ытларах кирлĕ. Ку енĕпе вара ĕçлемелли пур-ха. Паянхи куна районта 5 ача сачĕ, шкул çумĕнчи 7 ушкăн тата кĕске вăхăтлăх 13 ушкăн. Вĕсене 1026 ача çỹрет. Кăçал Урмаелĕнче 110 вырăнлă ача сачĕ тума тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ çумĕнчи 50 вырăнлă ушкăн уçма проект ĕçне вĕçленĕ. Асанкасси вăтам шкулĕ çумĕнче кĕске вăхăта çỹренĕ ачасем малашне кунĕпех пулĕç, унта юсав ĕçĕсене вĕçленĕ. Çакăн пек ушкăн Шурут вăтам шкулĕнче те тума палăртаççĕ. Апла пулсассăн малашне ялти шăпăрлансем те ача садне çỹресе савăнĕç.
Конференци темине, хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи Лев Кураков та хутшăнчĕ. Вăл чи малтанах пархатарлă ĕçре тăрăшакансене чĕререн тав турĕ, ăнăçу, телей, ỹсĕмсем сунчĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕршыва юратма, пурне те хисеплеме вĕрентсе ỹстермеллине, кĕнекепе туслашма хăнăхтарма ыйтрĕ.
Хумхантаракан ыйтусенчен пĕри, паллах, шкулсенче çамрăк специалистсем сахалли. Паянхи куна районти шкулсенче тăрăшакан кашни 6-мĕш педагог 55 çултан иртнĕ, 5 çул ĕçлекеннисем - 8,5 процент çеç. Шкул пĕтерекенсем педагог профессине суйласа илеççĕ пулин те, тăван тăрăха таврăнмаççĕ, хулана вырнаçма тăрăшаççĕ. Çамрăк специалистсене яла таврăнма услови туса памаллах. Унсăрăн тепĕр 10 çултан кам пĕлỹ парĕ? Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ку ыйтăва татса парассипе ĕçлеме шантарчĕ.
- Тен, пулас педагогсене, тăван тăрăха таврăнас кăмăллисене, ятарлă стипендипе тивĕçтермелле? - терĕ Алексей Александрович.
Конференцире нумай ыйтăва сỹтсе яврĕç. Конкурссенче палăрнисене, маттур ĕçлекеннисене уйрăммăн палăртса хăварчĕç. Сăмахран, нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн А.И.Дмитриев (Хирти Явăш тĕп шкулĕ), Р.Г.Зинатуллина (Тукай Мишер вăтам шкулĕ) ЧР Патшалăх Канашĕн, И.И.Борисова (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ), Ф.А.Емельянова (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ), В.Н.Ефимова (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ), М.Х.Ибниаминова (Урмаел вăтам шкулĕ), Н.Г.Ильин (Хирти Явăш тĕп шкулĕ), Г.Т.Мингалиева (Тукай Мишер вăтам шкулĕ), А.А.Можаева (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ), А.П.Мурзаев (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), В.О.Сенатова ("Колосок" ача сачĕ), Л.Н.Яковлева (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ) ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. С.А.Лукиянова (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ) Тав хучĕпе, Ф.Х.Камалтдинова (Урмаел вăтам шкулĕ) Тутарстан Республикин вĕренỹ тата наука министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç. Ытти пултаруллă педагогсем район администрацийĕн Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ - тăрăшса ĕçлемелли вăхăт. Ĕçе мĕнле йĕркелесси, ачасене мĕнле кĕтсе илесси, уроксене епле ирттересси чи малтан коллективран тата педагогсенчен килет. Кашниех хавас кăмăлпа шкул алăкне уçтăр.
2015 çулта Асанкасси вăтам, Хырхĕрри тĕп шкулĕсенчи спорт залĕсене юсаса çĕнетнĕ. Çакна пурнăçлама 2 млн 360 пин тенкĕ тăкакланă. "Рябинушка" ача садне модернизацилеме 1 млн 325 пине яхăн укçа-тенкĕ кайнă. Асанкасси вăтам шкулĕ çумĕнче ачасен ушкăнне уçма 2 млн 500 пин тенкĕ тăкакланă.
Шурут, Комсомольски 2-мĕш вăтам, Анат Тимĕрчкасси, Хирти Явăш тĕп шкулĕсене, "Рябинушка" ача садне юсама вырăнти бюджетран 1 млн 69 пин тенкĕ уйăрнă.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"