29 августа 2015 г.
Районти вунă ытла ял хуçалăх предприятийĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене вырса пĕтернĕ. Районĕпе вара пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 11617 га (планпа пăхнин 76%) çинчен пухса кĕртнĕ. 23848 тонна тырă çапса илнĕ, вăтам тухăç 20 центнерпа танлашнă.
"Слава картофелю", "Комсомольские овощи" агрофирмăсенче, "Дружба" кооперативра "иккĕмĕш çăкăра" кăларма пикеннĕ. Районта çĕрулми пĕтĕмĕшле 1253,5 га çитĕнтернĕ. Паянхи куна ăна 182 гектар çинчен кăларнă, 4794 тонна пухса кĕртнĕ, хальлĕхе вăтам тухăç - 266 центнер. Кĕрхи тырăсене 1858 га акнă.
Августăн 27-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин "Слава картофелю", "Комсомольские овощи" агрофирмăсенче çĕрулми кăларас ĕç мĕнле пынипе кăсăкланнă. Хуçалăхсенче "иккĕмĕш çăкăра" кăларса пуçтарасси кал-кал пырать. "Комсомольские овощи" агрофирмăра вăл уйрăмах пысăк тухăçпа савăнтарать - гектартан 403 центнер. Вăрлăхлăх тата апат-çимĕç валли çĕрулмине хранилищĕсене кĕртсе пыраççĕ.
Район ертỹçисем çавăн пекех "Золотой колос" хресченпе фермер хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕллехи вăхăта епле хатĕрленипе те паллашнă. Кăçал хуçалăх витесене реконструкцилес ĕçе малалла тăснă.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"