АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре те чĕрчунсем валли суя эмелсем тĕл пулаççĕ

26 августа 2015 г.

    Юлашки вăхăтра ветаптекăсем йышланса пыни палăрать. Çакăншăн уйрăмах ял çынни савăнать. Чăннипе, кунашкал учреждени уçасси питĕ кăткăс. Пĕтĕмĕшле илсен, Чăваш Енре лицензисĕрех сиплев япалисем сутма хăтланни пулнă, пĕлтĕр кăна темиçе тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Сăмах май, кăçалхи 7 уйăхра Россельхознадзорăн республикăри управлени-йĕнче лицензи парас тĕлĕшпе - 6, тăсас тĕлĕшпе 5 ыйту пăхса тухнă. Ку енĕпе ĕçлеме шут тытнă çыннăн ятарлă пĕлỹ пулмалла. Пĕлтĕр те акă сертификат тата квалификаци ỹстернине çирĕплетекен документ пулманран Хĕрлĕ Чутай районĕнчи сутуçăна яваплăх пирки аса илтерме тивнĕ.

   Аптека пирки калас пулсан - унăн чи малтанах лицензи требованийĕсемпе килĕшсе тăмалла. Кунсăр пуçне, 2015 çулта эмел хатĕрĕсен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăмашкăн ятарласа нормăпа право акчĕсем хатĕрленĕ. Тỹрех калам, вĕсем яваплăха ỹстерме хистеççĕ. Çĕнĕлĕхсемпе паллашса ĕлкĕрейменрен-ши е ытти сăлтава пула кăçал та тĕрĕслевсем штрафпа вĕçленни сахал мар: эмелсене упрамалли условисене пăхăнман, температурăпа нỹрĕклĕх шайне кăтартакан ятарлă приборсем пулман. Çакă кăна та мар, пахалăхсăр тата суя эмелсем Чăваш Енре те тупса палăртни выльăх тытакан кашни çынна шухăша ярĕ. Кунашкал препаратсем çăмăллăх кỹресси питĕ иккĕленỹллĕ. Анчах ахаль çын куç виçипе пахалăха палăртаймасть-çке. Çавăнпах-тăр фармаконадзор пĕлтерĕшĕ пысăк. Ку - пур енлĕ мониторинг та, эмелсем усă курнă хыççăн япăх пулса кайнă тĕслĕхсене пĕтĕмлетни те. Çак пĕтĕмлетỹ хыççăн хăш-пĕр партие, серие е пĕр-пĕр эмеле пуçĕпех усă курма чарма пултараççĕ.

   Юлашки 3 çулта кăна ют çĕр-шывра кăларнă 27 препарат регистраци экспертизи витĕр тухайман. Сăмах май, кунта тĕнчипе паллă фирмăсем пирки сăмах пырать. Раççейре ветеринарире усă курмалли эмелсен хăрушсăрлăхĕн мониторингне ирттернĕ май, хăш-пĕр производительсем кăларнă иммунобиологи эмел хатĕрĕсемпе усă курнă хыççăн лайăх мар пулăмсем пулса иртни пирки çине-çинех пĕлтернĕ. Çав шутра Merial (Франци) кăларнă продукци тĕлĕшпе 127 тĕслĕх пирки, Boehringer Ingelheim Vetmedica GmbH (Германи) - 14 тĕслĕх, Intervet International B.V. (Нидерландсем) - 15 тĕслĕх, Pfizer Animal Health (АПШ) - 3 тĕслĕх. "Миллениум" (Vencofarma laboratories of Brazil LTD, Бразили), "Нобивак RL", "Интервет" (Нидерландсем) препаратсем вара сертификаци тĕпчевĕ витĕр тухайман. Францире хатĕрленĕ "БТВПУР АлСа п8" вакцинăна реестртан та кăларнă. Хăш-пĕр препаратсен инструкцийĕсене улшăнусем кĕртнĕ тĕслĕхсем те пур. Сăмахран, "Кэтл-мастер Голд FP5 L5" вакцинăпа усă курнă хыççăн виле пăрусем пăруланă тата пуран пăрахнă тĕслĕхсем нумайланнăран ку эмеле пĕтĕ ĕнесене мĕнле памалли пирки улшăнусем кĕртнĕ. Иккĕленỹллĕ эмелсем пирки Россельхознадзор сайтра пĕлтерсех тăрать. Акă июнь уйăхĕнче кăна "Орловская биофабрика" ФКП кăларнă "Вакцина против сибирской язвы и эмфизематозного карбункула ассоциированная живая", "Вакцина против сибирской язвы животных из штамма 55-ВИИИВВиМ живая жидкая"; "А-БИО" Фирма ООО кăларнă "Седимин"; "Астрафарм" НПВ" ООО кăларнă 24 тĕрлĕ препарата сутма чарни пирки вуласа пĕлме пулать. Вĕсем требованисемпе килĕшсе тăман. "СПАЗ-фарм" ООО-на эмел препарачĕсем кăларма ирĕк паракан лицензие тăсса паман. Сăлтавĕ - çỹлерех асăнниех. Аптекăра тимлĕрех пуласчĕ, килти чĕрчун сывлăхĕ пирĕнтен нумай килет.

                                                                                                                                                                                                                      Надежда ВАСИЛЬЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика