АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регионсем туслăх уявĕнче

22 августа 2015 г.

 Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнче Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕн туслăх уявĕ пулнă. Савăнăçлă уявра пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе куракансене савăнтарнă. Икĕ регион хăйсен йăли-йĕркипе çыхăннă культура куравĕсене хатĕрлесе тăратнă. Палăртнă уявра чăвашсен авалхи спорт вăййи "Кĕрешỹ" тата лашасемпе чупса ăмăртас мероприятисем иртнĕ. Уява уçнă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев икĕ регионăн туслăхĕ мĕн ĕмĕртен упранса пынине асăннă, юнашар вырнаçнă кỹршĕллĕ халăх пĕр-пĕрин пуян опытне тĕпе хунине, культура, экономика тата ытти тытăмра та килĕшсе ĕçлени куçкĕретех пулнине асăннă. Туслăх уявĕ икĕ региона пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлеме витĕм кỹнине, çыхăнăва анлăлатма пулăшнине палăртнă Михаил Игнатьев. Пĕрле килĕшсе йышăннă проектсене те пурнăçа кĕртсе пыма ансатланнине каланă. Ульяновск облаçĕн Губернаторĕ Сергей Морозов çак уява ирттернĕшĕн, вĕсене ырă кăмăлпа хисеплесе чĕннĕшĕн чăваш халăхне тав сăмахĕ каланă. Раççей спорт министрĕн çумĕ Павел Колобков хăйĕн саламĕнче сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемшĕн спорт, туслăх пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. "Чи пахи - Чăваш Ен çак ăнлавсене питĕ лайăх пĕлет, яланах тĕп вырăна хурать",- тенĕ министр çумĕ. Спортра çĕнтернисене сумлă хăнасем кубоксем тата дипломсем парса чысланă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика