АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçченсемпе куçа-куçăн

19 августа 2015 г.

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин августăн 17-мĕшĕнче "Кооператор" тата "Хлебозавод" ООО-сене çитнĕ. Тĕл пулусен тĕллевĕ - коллективсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси, унта тăрăшакансене хумхантаракан ыйтусене уçăмлатасси.

"Кооператор" ООО - тухăçлă ĕçлесе пыракан предприятисенчен пĕри. Мансур Ямалиев директор пĕлтернĕ тăрăх, алкогольсĕр продукцие суту-илỹн "Вкусная линия" бренчĕпе кăлараççĕ. Продукцие сутлăха ярасси кашни çулах ỹсет, тавар ассортименчĕ те пуянланать. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртни, ĕçченсем тăрăшуллă пулни кун-çул уттипе тан утма пулăшать те.

"Хлебозавод" ООО çăкăр-булка тата тĕрлĕ пĕремĕк-печени пĕçерет. Хатĕр продукцие районта, республикăра тата унăн тулашĕнче те сутаççĕ. Предприяти тĕллевĕ - продукци туса кăларассин калăпăшне тата ассортиментне тăтăшах ỹстерсе пырасси.

Ĕç колективĕсемпе тĕл пулнă май нумай ыйтăва сỹтсе явнă: районти çул-йĕре юсасси, çĕннисене тăвасси, тавралăха тирпей-илем кĕртесси. Алексей Самаркин пĕлтернĕ тăрăх, хумхантаракан ыйтусене, паллах, наччасрах татса пама çук, вĕсене шута илсе уçăмлатмаллах.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика