15 августа 2015 г.
Августăн 13-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин РФ налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ уйрăмне, РФ Пенси фончĕн районти управленине тата "Каçал ен" хаçат редакцине çитсе ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕ, пĕрле нумай ыйтăва сỹтсе яврĕç.
Шел пулин те, районта пурăнакансене çул-йĕр ыйтăвĕ, çуртсен умне тирпей-илем кỹресси, ачасем вылякан вырăнсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтерменни пăшăрхантарать. Унсăр пуçне Комсомольскинче нумай хваттерлĕ çуртсен управляющи компанийĕ çукки те ,татса паман ыйтусен шутĕнче. Алексей Александрович çитес вăхăтра компанипе ыйту уçăмланасса пĕлтерчĕ. Вăл кашни ыйту çине туллин хуравларĕ, нумайăшне шута илсе татса пама шантарчĕ.
Источник: "Каçал Ен"