12 августа 2015 г.
Августăн 10-мĕшĕнче районти "Централизациленĕ клуб тытăмĕ" культура бюджет учрежденийĕн ĕçченĕсем агитбригада концерчĕсемпе çула тухрĕç. "Асаново" ял хуçалăх кооперативĕн йĕтемĕ çинче ĕçлекенсем Мария Илларионова, Альбинăпа Виктор Кокшинсем, Лариса Носова, Валентина Тимофеева, Владимир Павлов шăрантарнă юрăсене тăвăллăн алă çупса йышăннă. Малалла артистсем "Восток" хуçалăха çул тытнă. Кунта та куракансем вĕсене хапăл пулнă, пĕрле юрласа ташланă.
Культура сферин ĕçченĕсем ытти ял хуçалăх предприятийĕсене те концертпа çитме палăртаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"