АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă çынна чир çулăхмасть

12 августа 2015 г.

Пирĕн районти чылай çыннăн пурнăçĕнче физкультурăпа спорт юлашки вырăн йышăнмаççĕ. Вĕсем яланах хăйсен сывлăхне упрас тĕллевпе е утаççĕ-чупаççĕ, е шывра ишеççĕ, йĕлтĕрпе-конькипе ярăнаççĕ, кĕрешеççĕ тата ытти те. Çавăнпа та физкультурниксен кунне вĕсем хăйсен уявĕ тесех шутлаççĕ. Каçалсен спорт интересĕ кашни çулах ỹссе пырать тесе калама пулать. Кăна вара августăн 8-мĕшĕнче Физкультурниксен кунĕ ячĕпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ ăмăртăва пуçтарăннă спортсменсен шучĕ тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕ.

Уяв ячĕпе тренерсемпе спортсменсене, физкультура учителĕсемпе вĕсен вĕренекенĕсене, сывă пурнăç йĕркине суйласа илнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Самаркин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Краснов саламларĕç, ăнăçупа çирĕп сывлăх сунчĕç.

Спортра тунă çитĕнỹсемшĕн хастар тренерсене, преподавательсене В.Волкова, А.Осипова, В.Николаева, С.Остапиенкăна, А.Давыдова, А.Гаврилова, В.Гаврилова, В.Автономова, А.Тихонова, О.Кошкинана, Е.Басникова, Е.Квасовăна, Р.Сапожниковăна, А.Пундякова, В.Плешкова, Т.Волковăна, Г.Петухова, П.Козлова, Н.Зарипова, Е.Степановăна, Г.Давыдовăна Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствин Тав хучĕсемпе наградăларĕç.

Спорт уявне килнисем çав кун тĕрлĕ дистанцисене чупса, персе, пляж волейболĕпе мини-футбол выляса тата ытти вăйăсенче вăй виçрĕç. Ăмăртусене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх кооперативĕсен ертỹçисем, район администрацийĕн, налук инспекцийĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Çав шăматкун Сывлăх тата спорт кунĕ те пулнă май районта пурăнакансем "Кĕтне" спорткомплекса тỹлевсĕрех кĕме пултарчĕç.

Пирваях ăмăртусем VIP-чупуран пуçланчĕç. Унта район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти организацисемпе предприятисен ертỹçисем хутшăнчĕç.

Чи хăвăрт чупассипе кашниех çĕнтерỹçĕ пулас тесе вăйне шеллемерĕ. 100 метра чупса Н.Храмовăна (Асанкасси) çитекен пулмарĕ. Вăл финиша пĕрремĕш çитрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Хирти Явăшри Р.Ялаковăпа Р.Зейнатуллина пайларĕç. Арçын ачасенчен çак дистанцире А.Филиппов (Комсомольски 2-мĕш шкулĕ) пĕрремĕш пулчĕ. Тукай ял тăрăхĕн каччи А.Логинов - иккĕмĕш, М.Иванов (ИФНС) виççĕмĕш пулчĕç.

400 метра чупакан хĕр ачасенчен чи ăстисем И.Иванова (Комсомольски), С.Школьникова (Асанкасси) пулчĕç. Виççĕмĕш вырăна Г.Тазетдинова (Комсомольски) çĕнсе илчĕ. Каччăсенчен чи маттурри çак дистанцире Хирти Явăшри А.Яковлев пулчĕ. Финиша Д.Хлебников (ИФНС) - иккĕмĕш, А.Соловьев (Комсомольски 1-мĕш шкулĕ) виççĕмĕш çитрĕç.

Çамрăксене хăйсен тĕслĕхĕпе вăй-хăват кỹрекен физкультурăпа спорт юхăмĕн ветеранĕсем уйрăмах савăнтарчĕç, хĕрсемпе яшсенчен кая мар ăмăртрĕç. 40 çултан пуçласа тата аслăрах хĕрарăмсенчен 60 метрлă дистанцие чупса Г.Волкова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) пĕрремĕш вырăна аллинчен вĕçертмерĕ. Кĕçĕн Çĕрпỹелти Р.Сапожникова - иккĕмĕш, Г.Давыдова (Хирти Явăш) виççĕмĕш пулчĕç. 400 метр чупассипе вара Г.Давыдовăна çитекен пулмарĕ. Т.Волкова (Александровка) иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. 40 тата аслăрах çулсенчи арçынсенчен 60 метрлă дистанцинче ăмăртса Р.Мансуров ("Дружба" ЯХПК) ыттисене чылай хыçалта хăварса финиша пĕрремĕш çитрĕ. В.Калашников (Комсомольски) пьедестал çинче иккĕмĕш, Е.Тихонов (Комсомольски) виççĕмĕш картлашкасене йышăнчĕç 400 метра чупса В.Калашников (Комсомольски), Н.Волков (Нĕркеç) ылтăнпа кĕмĕл медальсене тивĕçрĕç. 60 тата аслăрах çулхи ветерансем ăмăртнинче ăмсанмалли пулчех. Çулĕсем çине пăхмасăрах вĕсем ыттисемпе пĕр тан 60 тата 400 метра чупса ăмăртрĕç. Хирти Явăшри А.Давыдов 60 метрта та, 400 метрта та пĕрремĕш вырăна алран вĕçертмерĕ, икĕ дистанцинче те финиша пĕрремĕш çитрĕ. 60 тата 400 метр чупса А.Самаркин (Комсомольски) - иккĕмĕш, В.Скворцов (Юнтапа) виççĕмĕш пулчĕç.

Тăршшĕне сиксе хĕрсем хушшинче Н.Храмова - пĕрремĕш, И.Иванова - иккĕмĕш, С.Школьникова виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Каччăсенчен вара мала тухаканни А.Леонтьев ("Луч" ЯХПК) пулчĕ. М.Ивановпа (ИФНС) Р.Гельметдинов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Тĕл перес енĕпе хĕрарăмсем хушшинче Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Полякова, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕ Н.Петрова, экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçи С.Ульдина чи пултаруллисем пулчĕç. Арçынсенчен вара В.Волков (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ) - пĕрремĕш, Н.Ильин (Хирти Явăш тĕп шкулĕ) - иккĕмĕш, С.Горбунов (ПФР) виççĕмĕш пулчĕç.

Пляж волейболĕн вăййи те хăйĕн тавра куракансене чылай пухрĕ. Хĕрсенчен Комсомольскинчи Е.Степанова - А.Сорокина, Асанкассинчи Н.Аврелькина - Н.Петрова, Çĕнĕ Мăратри А.Басникова - Н.Борисова чи ăстисем пулчĕç. Арçынсенчен пĕрремĕш вырăна Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи А.Филиппов вĕренекенпе Р.Арифуллин выпускник илчĕç. Иккĕмĕш - администраци ĕçченĕсем Ю.Боровковпа В.Лисицын, Комсомольскинчи В.Тихоновпа Р.Ибрагимов виççĕмĕш пулчĕç. Футбол площадкинче те нумайччен вăйă шавĕ лăпланмарĕ. Çĕнтерỹçĕ ятне Урмаел команди тивĕçрĕ. "Кубня" команда - иккĕмĕш, "Центр" виççĕмĕш пулчĕç.

Çав кунах ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе спорт ветеранĕсем хушшинче те мини-футбол вăййи иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ертсе пынă аграрниксен команди 2:1 шутпа çĕнтерчĕ.

Çĕнтерỹçĕсем грамотăсемпе медальсене тивĕçрĕç. Районти спортсменсем, тренерсем, спорт ветеранĕсем яваплăха туйнипе, хастарлăх кăтартнипе çакăн пек ăмăртусем асра юлаççĕ. Физкультурниксен кунĕ çулталăкра пĕрре çеç пулсан та, пирĕн хамăр сывлăхшăн тăрăшса спортпа яланах туслă пулмалла.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика