АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕн çĕр ыйту

12 августа 2015 г.

 Ял хуçалăх культурисем епле тухăç парĕç, комбайнсем çителĕклĕ-и, вырмана кĕске вăхăтра, çухатусăр вĕçлеме çунтармалли-сĕрмелли материалсем пур-и, çанталăк чăрмантармĕ-и, выльăхсене хĕл каçарма пỹлмесем тулăх-и? Çак ыйтусем пĕри те ырана хăвармаллискерсем мар. Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ А.А.Самаркин ял хуçалăх предприятийĕсен тата фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе асăннă темăсемпе канашлу ирттернĕ.

Августăн 10-мĕшĕ тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4665 га çинче çулнă, 4605 гектарне çапса тĕшĕленĕ. Пурĕ 910,8 тонна пухса кĕртнĕ, тухăç пĕр гектар пуçне 19,8 центнерпа танлашать. Чи пысăк тухăç илекенсем - "Урожай" колхозпа Хайртдинов фермер хуçалăхĕ, гектар пуçне 24,8 центнер. Кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене йăлтах пухса илнĕ, халĕ хир карапĕсем çурхи тырăсен анисенче ĕçлеççĕ. Кунсерен уя 20 комбайн тухать. Кĕрхисене пурĕ 5150 гектар акма палăртаççĕ, çак хисепрен 2681 гектар çĕр хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Правительство комиссийĕ палăртнă тăрăх, кăçалхи 3-мĕш класлă çемçе туллăн 1 тонни 8400, 4-мĕш класлин 8000, 1, 2-мĕш класлă ырашăн 6200 тенкĕрен кая мар пулмалла. Паянхи кун районти хуçалăхсем тырра ЧР Продовольстви фончĕн Çĕрпỹри филиалне леçеççĕ.

Çураки валли района 3 пин тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсен вăрлăхĕ кирлĕ пулать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ вăрлăх пахалăхне вăраха ямасăр тĕрĕслеме, çитес çул пуçламăшĕ тĕлне пĕтĕмпех кондицие çитерме сĕннĕ. Алексей Александрович çавăн пекех ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи ыйтăвне те çивĕччисен шутне кĕртнĕ, патшалăх ял хуçалăхне паракан пулăшусем çинчен аса илтернĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика