АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускав тата Руç патриархĕ Кирилл Тав çырăвĕ янă

12 августа 2015 г.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ячĕпе Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл тав çырăвĕ янă. Сумлă хăна хăйне чăваш çĕрĕ çинче хапăл туса кĕтсе илнĕшĕн ырласа çырнă. "Сире тата республикăри влаç органĕсенче ĕçлекенсене пурне те Кирилл Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç ячĕпе Çĕнĕ Шупашкарта хăпартнă соборта Литурги ирттерме пулăшнăшăн, Чăваш Енре Руç халăхне тĕне кĕртнĕ Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç вилнĕренпе 1000 çул çитнине халалласа курăмлă мероприятисем йĕркеленĕшĕн, Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта собор лартас тĕлĕшпе витĕмлĕ пулăшу кỹнĕшĕн те чĕререн ырлатăп. Пирĕн тĕллев - тĕнпе çынлăх йĕркисене упрасси, çамрăксене мирпе килĕшĕве хаклама вĕрентесси, вĕсене тĕрĕс воспитани парасси. Эсир чиркỹ пурнăçне пысăк тимлĕх уйăратăр. Халăх ырлăхĕшĕн вăй хуни - чи пĕлтерĕшли. Малашне те çапла пулма Турă пулăштăр. Тата чиркỹпе патшалăх влаçĕ, чиркỹпе общество хушшинчи килĕшỹ тивлетлĕ çĕр çинчи халăха хăтлă пурăнма, Турă Сире сывлăх, вăй-хал, пулăшу патăр", - тесе çырнă çырура.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика