АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экологи хăрушсăрлăхĕ - пирĕн тивĕç

08 августа 2015 г.

Районти санитарипе эпидемиологи комиссийĕ палăртнă тăрăх, халăх пурăнакан вырăнсене тирпейлĕ, таса тытассине, производствăри тата йăлари каяшсене пухассине, турттарассине çивĕч лартнă пулсан та нумай вырăнта çак ĕçе тивĕçлипе йĕркелемен. Районта çỹп-çапа пытармалли вырăнсем тата тепĕр хут ĕçе ямалли предприятисем çук. "Полигон" ООО ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, предприятисемпе, учрежденисемпе, уйрăм предпринимательсемпе килĕшỹ туса каяшсене Патăрьел полигонне турттарать. Производствăри тата йăлари каяшсене вырнаçтарассине йĕркелес тĕллевпе районти хăйтытăмлăх органĕсен 2014-2020 çулсенчи тапхăра йышăннă "Çурт-йĕр хăпартасси тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарасси" программи ĕçлет. Çак программăри мероприятисене пурнăçлама 2014 çулта 6535142,79 тенкĕ усă курнă. Апла пулин те йăлари каяшсене пуçтарассине пурнăçлакан предприятисен ĕçне çак кунччен те тивĕçлĕ йĕркелемен. Контейнер площадкисенчи çỹп-çапа вăхăтра илсе тухманни, тасамарлăха юраман вырăнсене пăрахни час-часах пулать. "Полигон" ООО пĕлтернĕ тăрăх, Комсомольски районĕнчи Чĕчкен, Элпуç ял тăрăхĕсем, "Торговый дом" ООО, В.И.Краснов, Р.Б.Апракова, М.З.Порфирьева, М.С. Шайдуллин, И.Н.Белов, Г.М.Низамова тата ытти уйрăм предпринимательсем те йăлари каяшсене турттармалли килĕшĕве туман. Район прокуратурин материалĕсем тăрăх, законодательствăн производствăри тата йăлари каяшсене пухса сиенсĕрлетес пайне пăснăшăн "Коммунальный сервис", "ПК Кооператор"организацисен директорĕсене, тĕп больницăн техника пайĕн начальникне штрафланă. "Торговый дом "ТАН", "Уют", "Таныш" ОООсен директорĕсене çỹп-çапа тата каяшсене вăхăтра илсе тухманшăн тата контейнерсем валли ятарлă лаптăксем туманшăн административлă явап тыттарнă. Ртутьлĕ лампăсене, вĕсен шутĕнче энерги перекетлекеннисене те, пухасси - паянхи куна татса паман ыйту. Роспотребнадзор Управленийĕн Патăрьел районĕнчи пайĕ кашни уйăхра район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене районти санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне пĕлтерсе тăрать.

Районти санитарипе эпидемиологи комиссийĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисен, учрежденисен, организацисен ертỹçисем тирпей-илем енĕпе санитари законодательствине тивĕçлĕ пурнăçламаççĕ тесе пĕтĕмлетрĕ. Комсомольскинчи свалкăна тулнă пирки хупнă, каяшсене илсе тухма район администрацийĕ Патăрьел полигонĕпе килĕшỹ тунă, хамăр районта полигон тумалли проект хатĕрлес ĕç пырать.

И.МИННЕТУЛЛИН,

комисси председателĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика