АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсав ĕçĕсем - планпа килĕшỹллĕн

08 августа 2015 г.

Нумай хаваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене вун-вун ыйту канăç памасть. Çурта юсаса тирпейлесси вара - чи пысăк ыйтусенчен пĕри. Ăна пурнăçлама укçи-тенки сахал мар кирлĕ. Çакна шута илсе 2014 çултанпа хваттерсенче пурăнакансем ятарлă фонда укçа-тенкĕ хываççĕ. Ăна кашни хваттер хуçи тỹлеме тивĕç, вăхăтра тỹлемесессĕн, пени тытаççĕ. РФ Пурăнмалли çурт-йĕр Кодексĕн 169-мĕш статйин 1-мĕш пайĕнче пурăнмалли вырăн шутланакан тата шутланман çурт-йĕр харпăрлăхçисен пĕрлехи пурлăхне юсама уйăхсерен нухрат тỹлемелле тенĕ. Шăпах пухăннă укçа-тенкĕпе тата патшалăх хывнипе çуртăн кивĕ конструкцийĕсене, электричествăн, газăн, ăшă тата сивĕ шывăн, çурт-йĕре хутса ăшăтмалли, таса мар шыва çуртран юхтарса кăлармалли тытăмăн инженери çулĕсене улăштарма е юсама, çурт тăррисене тата путвалсене, çурт никĕсĕпе стенисене (тул енчен) юсама, çав ĕçсемпе çыхăннă нумай ыйтăва татса пама усă кураççĕ.

- Нумай хваттерлĕ çуртсене капиталлă юсав тăвассине ятарлă графикпа килĕшỹллĕн палăртаççĕ. Сăмахран, республикăри кашни хăйтытăмлăх органĕ ятарлă комисси çирĕплетет. Асăннă комисси нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансен ыйтăвне тивĕçтерсе капиталлă юсав тумалли çуртра техника тĕрĕслевĕ ирттерет, хăйĕн пĕтĕмлетĕвĕпе юсав халех кирлĕ-и е кăштах каярахпа-и - паллаштарать, - ăнлантарать район администрацийĕн капиталлă строительствăпа çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов.

- Александр Васильевич, çĕнĕ çуртра тин çеç хваттер илнисене мĕншĕн тỹлеттереççĕ тата тĕпрен юсамалли çуртра пурăнакансен çывăх вăхăтра мĕн тумалла? 

- Çурт çĕнĕ тĕк эсир хывса пыракан укçа каярах, 15-20 çултан, юсав ирттерме пухăнса çитĕ. Паянах тĕплĕ юсав кĕтекеннисене тĕпрен юсамалли плана кĕртеççĕ. Çак плана муниципалитет хатĕрлет, республикăра çирĕплетеççĕ. Кĕске вăхăтлăх плана хальлĕхе 2043 çулччен йышăннă. Тĕслĕхрен, кăçал районти К.Антонов микрорайонĕнчи 6-мĕш çуртăн çивиттине юсаса çĕнетме палăртнă. Ĕçе харпăрлăхçăсен, çавăн пекех муниципалитет, республика, федераци хыснинчен уйăракан нухратпа пурнăçлаççĕ.

- Укçа-тенкĕ ăçта кайнине пăхса тăма май пур-и?

- Паллах. Харпăрлăхçăсем ăна икĕ çĕрте пухса пыма пултараççĕ: банкри ятарлă счетра е регион операторĕн - "Нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурта тĕпрен юсамалли фонд" коммерциллĕ мар организацин счетĕнче. Пурăнмалли вырăн харпăрлăхçисен йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн фонд хăйĕн счетĕнче пуçтарăнакан укçана тĕплĕ юсав тĕллевĕсене пурнăçлама çеç яраять.

Тỹлессипе çыхăннă ыйтусене çынсем пурăнмалли çурта тĕпрен юсамалли фондран - 8(8352)23-69-06, 55-56-00, 55-56-01 телефонсемпе ыйтса пĕлме пултараççĕ. Укçа куçарассипе çыхăннă информацие тата ытти нумай ыйтăва фонд сайтĕнче www.remfond21.cap.ru пĕлме тата уçăмлатма пулать.

Сăмахран, кăçал, Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков пĕлтернĕ тăрăх, республикăра капиталлă юсав программине нумай хваттерлĕ 281 çурт лекнĕ, пĕтĕмпе 246 млн тенкĕ тăкаклама палăртнă (çав шутран 180 млн тенки - патшалăх укçа-тенки, 66 млн тенки - халăхăн).

Чăваш Енре нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ирттерме мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ хывассине ЧР Министрсен Кабинечĕн ятарлă 513-мĕш постановленийĕпе çирĕплетнĕ. 2014 çулта хваттерти пĕр тăваткал метршăн 5 тенкĕ те 20 пус , 2015 çулта - 5 тенкĕ те 50 пус тỹленĕ, 2016 çулта вăл 5 тенкĕ те 80 пуспа танлашĕ. Ăна харпăрçăсем ятарлă квитанципе тỹлеççĕ.

А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика