08 августа 2015 г.
Тĕрлĕ хусканусем - кашни çын пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕрентỹпе воспитани тытăмĕн пĕр пайĕ пулса тăраççĕ. Физкультурăпа туслашнă май сывлăх, кăмăл, тỹсĕмлĕх, хамăр вăя шанасси çирĕпленеççĕ. Пирĕн республикăра массăллă физкультурăпа спорт занятийĕсем валли пĕтĕм услови пур. Юлашки çулсенче халăха спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтерессин проценчĕ пысăкланнă. Чăваш Енĕн кашни районĕпе хулинче çĕнĕ йышши физкультурăпа сывлăх комплексĕсем, стадионсем, спорт площадкисем тунă. Пысăк çĕнĕ спорт объекчĕсем çĕкленеççĕ.
Пирĕн районта та 2011 çулта "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕ хăйĕн алăкне уçрĕ. Районти спортпа туслисен шучĕ кашни çул ỹссе пырать. ФСКра республикăри пысăк ăмăртусем ытларах та ытларах иртеççĕ. Акă нумаях пулмасть стадиона аслă ăрури спорт ветеранĕсем "Спортивное долголетие" виççĕмĕш Спартакиадăна пуçтарăнчĕç. Унта республикăри пур районти аслă ăрури çынсен командисем килсе çитрĕç. Кунта çамрăк спортсменсемшĕн ăмсанмалли тата вĕренмелли çителĕклех пулчĕ. Ветерансем, çулĕсене пăхмасăрах, кашни кунах чупаççĕ, çуран утаççĕ, районти пур ăмăртăва та хастар хутшăнаççĕ.
Çавăн пекех комплексра уйăхсерен Сывлăхпа спорт кунне ирттереççĕ. Кăмăл пуррисем кунта тỹлевсĕрех килме пултараççĕ. Унсăр пуçне "Кĕтне" ФСК ял халăхне физкультурăпа спорта явăçтарас тĕллевпе районти пысăк предприятисемпе: федераллă налук службин, Шалти ĕçсен министерствин вырăнти уйрăмĕсемпе, районти тĕп больницăпа, перекет банкĕпе, "Çĕр улмие мухтав" агрофирмăпа ĕçченсене спорт комплексне çỹреме май паракан килĕшỹсем тунă.
Çамрăксемпе шкул ачисене физкультурăпа спорта явăçтарас ĕçе вара район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсем йĕркелеççĕ. Çав вăхăтрах районти шкулсем те физкультура урокĕсене ФСКра ирттерме пултараççĕ. Унта ачасене физкультура учителĕсемпе "Кĕтне" инструкторĕсем ишме вĕрентеççĕ. Унсăр пуçне ишме вĕренме абонемент илме те май пур.
Юлашки вăхăтра спорт комплексĕн стадионĕнче уçăлса çỹрекен е спорта хутшăнакан çамрăксемпе пенсионерсен шучĕ ỹссех пырать. Вĕсене валли спорт комплекса çỹреме тĕрлĕрен çăмăллăхсем сĕнеççĕ. Кунта çăмăл атлетика çулĕ, волейболла выляма 2 лаптăк тата футбол уйĕ пур. Кашни çулах хĕле кĕрсен хоккей коробки ĕçлеме пикенет. Кăлтăрмачлă коньки, велосипед, йĕлтĕр, шкул çулне çитменнисем валли батут, электричествăпа ĕçлекен машина проката илме пулать.
Районти ăмăртусемпе тĕрлĕ мероприятисенчен ытларахăшĕ, паллах, ФСК стадионĕнче иртеççĕ. Физкультурăпа спорт комплексĕсен 2014 çулхи смотр-конкурсĕн таблицинче Комсомольски районĕ çынсен çỹреслĕхĕпе 7-мĕш вырăнта çирĕпленнĕ.
Физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнче "Кĕтне" хоккей команди пуррине те каласа хăвармалла. Асăннă команда иртнĕ сезонра каçхи хоккей лигине хутшăнса питĕ лайăх результат кăтартнă. Кунта Олегпа Сергей Воробьевсене, Сергей Тимофеев, Павел Романов, Николай Мамуткин хоккеистсене уйрăмах палăртса хăвармаллах.
Спорт комплексĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - ачасен тата çамрăксен спортне, хушма вĕренỹ учрежденийĕсене аталантарасси, физкультурăпа спорта, туризма, сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси. Ку ĕçе ачасемпе çамрăксен спорт шкулне шанса панă. Спорт шкулĕнче чунне парса тăрăшакан тренерсем пурте аслă пĕлỹллĕ. 2013 çулта спорт шкулне 280 ача çỹренĕ пулсан, 2014 çулта 383 ача сывă пурнăç йĕркине суйласа илнĕ. Занятисене тренерсем кĕрешỹ тата спорт залĕсенче ирттереççĕ. Волейбол, футбол, минифутбол, сĕтел çи теннисĕн секцийĕсене ачасем те, яш-кĕрĕм те кăмăллать. Унсăр пуçне спорт шкулне çỹрекенсем бассейнпа тата тренажер залĕсемпе усă кураççĕ. ДЮСШ вĕренекенĕсем кашни çулах Пĕтĕм Раççей тата республика ăмăртăвĕсенче грамотăсемпе медальсем çĕнсе илеççĕ. Акă, И.Андреева Раççей первенствинче 800 тата 1000 метра чупса призер пулнă, К.Кадыкова Атăлçи федераллă округ первенствинче сăнă ывăтса 1-мĕш вырăн йышăннă. А.Чернова Раççейри ăмăртусенче 1500 метр чупса мала тухнă, Н.Шарафутдинов вара 800 метр чупса 2-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Г.Петухов, Р.Гареев, А.Мамуткин, Н.Сахров тренерсен вĕренекенĕсем А.Андреева, З.Багаутдинова, В.Краснов, Л.Минуллина, Л.Гибатдинов, А.Акшов 1-мĕш разряд нормине пурнăçланă. Çăмăл атлетикăсăр пуçне хĕрсемпе яшсен командисем баскетболла выляса Чăваш Республикинче мала тухассишĕн лайăх результатсем кăтартнă, 3-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. "КЭС-баскет" ăмăртура вара икĕ команди те 1-мĕш вырăн выляса илсе савăнтарчĕç.
Е.ТИХОНОВ.
Источник: "Каçал Ен"