АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрисем - пăрахаççĕ, теприсем - тỹлеççĕ

08 августа 2015 г.

 Хаçат страницисенче тирпей-илем темине ыттисенчен ытларах та хускатма тивет, мĕншĕн тесен çак тĕлĕшпе тăван тăрăхăмăрта пурте йĕркеллĕ теме çук-ха. Куç курнине çырмасăр чун чăтмасть. Малашне мĕн пулассине шутламасăр ытла пĕр шелсĕр варалатпăр-çке çĕр-аннемĕре. Мĕнле сывлăшпа сывлăпăр, епле шыва ĕçĕпĕр-ши тепĕр темиçе çултан?

Унччентерехри çулсемпе танлаштарсан халь кил-тĕрĕшрен нумайрах çỹп-çап кăларатпăр. Кирлĕ мар ăпăр-тапăр уйрăм çуртсенче пурăнакансен те, нумай хваттерлисенче кун кунлакансен те чылай пухăнать. Комсомольски ялĕнче вĕсене пăрахма ятарлă контейнерсем лартнă, ялсенче вара михĕсемпе, хутаçсемпе пуçтараççĕ те трактор-машинăпа тиесе полигона ăсатаççĕ. Свалкăсене ытти япаласемпе пĕрлех мунча е лаç кăмакинче çунма пултараканнисем те каяççĕ. Мунча мăрйинчен эрнесерен тĕтĕм кăларакансемех милĕксене, хут курупкасене тухса пăрахни ниепле те пуçра шăнăçмасть. Е тата панулми-чие йывăççисен каснă тураттисем те, пĕр-пĕр кăмакара е шашлăк пĕçернĕ çĕрте çунса кĕл пулас вырăнне, свалкăна çитсе ỹкеççĕ.

Хамăрăн ятарлă свалка тулса ларнипе Комсомольски районĕнчи йăлари тата производствăри хытă çỹп-çапа Патăрьелĕнчи "Полигон" ООО турттарса тăрать. Вĕсемпе учреждени-предприятисем, организацисем, предпринимательсем килĕшỹ туса ĕçлеççĕ. Кунашкал хутшăнусем уйрăм çуртсенче пурăнакансенчен чылайăшĕн пур. Анчах тепĕр йышшисем те, "экономистсем", пур. Вĕсем килте пухăннă ăпăр-тапăра автомашина багажникне тиеççĕ те нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕнче тăракан контейнерсене пушатса хăвараççĕ. Хăш-пĕрисем тăр кăнтăрла, никамран вăтанмасăр, теприсем - вăрттăн-кĕрттĕн, каç сĕмĕпе. Хаклă иномаркăсемпе çỹрекенскерсен ниушлĕ килĕ умĕнчен çỹп-çап тиесе ямалăх уйăхне 100 тенкĕ тупăнмасть? Ăнланма çук çавăн йышшисене. Кĕркуннене хирĕçле тата çывăхри урамсенчен пахчари çумкурăк, пахча çимĕç авăрĕсем тултарма пуçлаççĕ. Паллах, çакă çỹп-çап турттарса тухнăшăн уйăхсерен тỹлесе тăракансене тарăхтарать. Вĕсем саккас панă кĕвĕпе юттисем ташланăнах туйăнать-çке.

"Полигон" ООО директорĕн çумĕ Наталья Сапожникова каланă тăрăх, Комсомольски ялĕнчи çĕнĕ урамсемсĕр пуçне ыттисемпе пуринпе те килĕшỹсем тунă. "Унашкал документсем магазинсемпе те пур, анчах хăшĕ-пĕрисен уйăхĕ-уйăхĕпе те çỹп-çап турттарса тухни курăнмасть. Апла пулсан вĕсем хăйсен ăпăр-тапăрне картишсенчи контейнерсене сĕтĕреççĕ. Пирĕн мусоровоз çитсен водителе те уямасăр килĕнчи çỹп-çапне пырса перекен "чăнкă" çынсем те пур Каçал тăрăхĕнче. Çитес вăхăтра тĕрĕслевпе тухса йĕркесĕрлĕх çинче пăнчă лартасшăн", - терĕ Наталья Максимовна.

Çакнашкал лару-тăру никама та илем кỹмест. Пĕр-пĕрне, çынсен ĕçне ним вырăнне хуманнине кăтартать. Айтăр-ха пĕр-пĕрне хисеплеме вĕренер, этем сăн-сăпатне çухатар мар.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика