АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тасатакан сооруженисене çĕнетмеллех

08 августа 2015 г.

 Ĕнер пирĕн района ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Юшин килсе çитрĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа тĕл пулчĕ. Вĕсем актуаллă проблемăсене сỹтсе яврĕç: каяшсене вырнаçтарас ыйтусене, халăх йăлара усă куракан шыв системине пĕр чарăнусăр ĕçлеттерессипе тивĕçтерессине, экологи хăрушсăрлăхĕ пирки.

Унсăр пуçне Е.Юшин "Об отходах производства и потребления" саккуна тата ытти право акчĕсене кĕнĕ улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ.

Юлашки вунă çул хушшинче шыв валли чавнă усă курман скважинăсен шучĕ ỹсни, ĕçлекеннисен шучĕ сахаланни - районта чи пăшăрхантаракан ыйту. Çавăнпа пĕрлех халăха таса шывпа тивĕçтерес ыйту та çивĕч тăрать. Актуаллă тепĕр ыйту - район территорийĕнчи гидротехника сооруженийĕсене тĕпрен юсасси. Паянхи куна районта 45 гидротехника сооруженийĕ. Вĕсенчен 5-шĕ - 500 пин ытла кубла метрлă, 3-шне тĕпрен юсанă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче каяш шывсене тата канализаци системине биологилле майсемпе тасатакан станци тăвассине те сỹтсе явнă.

- Паянхи куна района тасатакан çĕнĕ сооруженисем кирлех. Çак ĕçпе проектпа смета документацийĕсене хатĕрлесе пĕтернĕ, проекта патшалăх экспертизине янă та, - палăртса хăварнă Алексей Самаркин.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика