05 августа 2015 г.
Кĕрперен хатĕрленĕ апат-çимĕç -вăй-хал тата усăллă япаласен çăлкуçĕ. Çакна кашниех пĕлет ĕнтĕ. Пăтă тата ытти апат-çимĕç уйрăмах хĕлле кирлĕ теççĕ -углеводпа пуянскер пирĕн организма кĕрĕкрен япăх мар ăшăтма пултарать иккен. Специалистсен шухăшĕпе нумай кĕрпе организмран холестерин кăларма пулăшать, чĕре, çавăн пекех пĕвер, хырăмлăх-пыршăлăх ĕçне лайăхлатать.
Паллах, пахалăхлă продукцин çеç усси пур. Шел те, лавккасенчи сентресем çинчи пур кĕрпене те лайăх тееймĕн. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем кăçалхи çур çулта кăна пахалăхсăр тата хăрушă 0,189 тонна кĕрпе тупса палăртнă. 0,157 тонна утилизацилеме тивнĕ. Сăмахран, хăвăрт пиçекен хура тула (0,057 тонна) ГОСТ требованийĕсене тивĕçтерменрен (сăтăрçăсем пулнă, нỹрĕклĕх кирлĕ шайра мар). Рис кĕрпинче (0,1 тонна) вара сăтăрçăсем (хурт-кăпшанкă) те, органика хутăшĕсем те тупнă.
Кунсăр пуçне ку йышши тавара кĕрпен хăрушсăрлăхне тата пахалăхне çирĕплетекен документсемсĕр (сертификат соответствия, декларация о соответствии, удостоверение о качестве крупы) сутнă. Сутуçăсен маркировка та пулман. Кунашкал документсăр продукци пахалăхсăррисен шутне лекет, мĕншĕн тесен кĕрпе ăçтан килнине тата хăçанччен усă курма юрăхлине пĕлме çук. Çынсен сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать тесе шутлаканскертен вара хăтăлмалли çеç юлать.
Тырă тата унран хатĕрленĕ продукцие тĕрĕс упрасси пĕлтерĕшлĕ, анчах та çакна пур çĕрте те ас туса çитереймеççĕ-ши? Ыйту çине ыйту сиксе тухать инспекторсен: сывлăш нỹрĕклĕхне тата температурине виçмелли хатĕрсене вырнаçтарманни, техника тата санитари енчен - управсен çи виттийĕсем юсавсăррине пула тырă хăрушсăрлăхне тата пахалăхне упраса хăварма май çукки.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта тырă тата унран хатĕрленĕ продукцин хăрушсăрлăхĕ тата пахалăхĕ енĕпе пĕтĕмпе 110 тĕрĕслевпе сăнав мероприятийĕ ирттернĕ, саккуна пăснă 107 тĕслĕх тупса палăртнă. Пуринчен ытла вĕренỹ учрежденийĕсенчи кĕрпе япăххи шухăша ярать. Сăмахран, "Патăрьелти агропромышленноç техникумĕ" автономи професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕн складĕнчи риса нỹрĕклĕхĕпе тивĕçтерейменрен тата сăтăрçăсем пуртан тĕп тунă. Комсомольски тата Йĕпреç районĕсенче ачасен вĕренỹ учрежденийĕсенчи должноçри çынсене административлă май явап тыттарма сăлтав тупăннă: маркировка тата кирлĕ ытти документ пулман.
Тĕрĕссипе, ку енĕпе тĕрĕслевсем вĕçленмен-ха. Çулталăк вĕçленичченех иртĕç. Пĕлтĕр акă 80 вĕренỹ учреждение тĕрĕсленĕ те - 3,7 тонна кĕрпе упрамалли тата усă курмалли условисене пăснине тупса палăртнă. Должноçри 80 çынна яваплăх пирки аса илтерме тивнĕ: çỹлерех асăннă кирлĕ документсем пулманни - пĕрре, сиенлĕ курăксем тата сăтăрçăсем тупни - тата тепĕр сăлтав.
Надежда ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕ.
Источник: "Каçал Ен"