АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинчи инкек

05 августа 2015 г.

Шăмăршă районĕнче - пысăк çухату. Пĕр çемье çыннисене: ачине, ашшĕне тата асламăшне вилмеллех машина çапса кайнă.

Ку тискер ĕç августăн 2-мĕшĕнче пулнă. "Шăмăршă - Суйкăн" автоçул çинче 20 сехет тĕлнелле çулпа утакан, Шăмăршăра пурăнакан çемье çине автомашина пырса кĕнĕ.

Йывăр сурансене пула 38 çулти çемье пуçĕ, унăн 66-ри амăшĕ тата виççĕри ывăлĕ вилнĕ. Арçыннăн арăмне тата 2008 çулта çуралнă тепĕр ывăлне пульницăна илсе çитернĕ.

Пĕлтернĕ тăрăх, "Форд Фокус" водителĕ тепĕр машинăна хăваласа иртнĕ чухне çуран утакансем çине кĕрсе кайнă. Арçын ỹсĕр пулнине палăртаççĕ. Маларах çакăн пек айăпшăнах вăл тĕрмере ларса тухнă. Ку тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Çул çинчи хăрушсăрлăх пирки нумай калаçсан та, çирĕп мерăсем йышăнсан та çынсене çухатма пăрахмастпăр-ха. Çакăн пек инкексем ытларах чухне руль умне ларакансем çулçỹрев йĕркине пăснипе, пысăк хăвăртлăхпа çỹренипе тата эрех ĕçсе çула тухнипе пулаççĕ. Пурнăç пурин те пĕрре кăна, ăна вăхăтсăр татас марччĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика