05 августа 2015 г.
Августăн 6-мĕшĕнче "Пирĕн республика. Тĕп тема" программăн çиччĕмĕш кăларăмĕ эфира тухать. Строительсен професси уявĕ çитнĕ май ку хутĕнче тĕп тема республикăри çурт-йĕр строительствине пырса тивет. Куракансен Чăваш Енри çĕнĕ микрорайонсем аталаннипе паллашма, пысăк строительство объекчĕсене çитсе курма, çурт-йĕре хăпартмалли çĕнĕ технологисемпе материалсен производствине ăса хывма май пулĕ.
ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьевпа Л.Никитин журналист çурт-йĕр социаллă программăсене реализацилени, отраслĕн çитĕнĕвĕсем, малашнехи тĕллевĕсем тата хумхантаракан ытти ыйту тавра калаçĕç.
Телепрограммăн çиччĕмĕш кăларăмне августăн 6-мĕшĕнче "Россия-24" каналпа 19.25 сехетре, Наци телевиденийĕпе 20.30 сехетре курма пулать.
Источник: "Каçал Ен"