05 августа 2015 г.
Сентябрĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти самоуправлени органĕсен суйлавĕ иртессе пирĕн вулакансем астăваççĕ ĕнтĕ. Территориллĕ суйлав комиссийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вырăнти самоуправлени органĕсенче кĕркунне 146 мандат пайламалла. Вĕсенчен 129-шĕ ял поселенийĕсен депутачĕсем пулĕç. Августăн 3-мĕшĕнче 18 сехет тĕлне 275 заявлени йышăннă, 159 кандидата регистрациленĕ. Район Пухăвне 17 депутат суйламалла, депутат пулас кăмăллă 59 кандидат кирлĕ документсем тăратнă, вĕсенчен 39-шне регистрациленĕ те.
Аса илтеретпĕр, кандидатсенчен заявлени йышăнмалли юлашки кун августăн 3-мĕшĕнче пулчĕ. Документсене тĕрĕслесе регистрацилес ĕç вара малалла пырать.
Л.ГЕОРГИЕВА
Источник: "Каçал Ен"