05 августа 2015 г.
Шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ачасене кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Юсав ĕçĕсем туса классене, коридорсене хăтлăх кỹнĕ. Паянхи кун пирĕн районта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 21 шкул. Унсăр пуçне шкул çулне çитменнисем валли садиксем ĕçлеççĕ. Хăш-пĕр ялсенче ачасем кĕске вăхăтлăх ушкăнсене çỹреççĕ. Июлĕн 30-мĕшĕнчен ятарлă комисси вĕренỹ учрежденийĕсем ачасене кĕтсе илме мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме пуçланă.
Пĕтĕмĕшле илсен, шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне пуçлама хатĕр. Тĕрĕслев вăхăтĕнче комисси Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулне уйрăммăн палăртнă, вĕсем вĕренỹ çулне тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ремонт тунисĕр пуçне, шкул çĕр лаптăкне тирпей-илем кỹнĕ, карта тытнă, чечек йăранĕсене йĕркеленĕ, тротуар тунă.
Ытти шкулсем те сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хĕрсе кайса хатĕрленеççĕ, палăртнă ĕçе çитес кунсенче вĕçлес тесе тăрăшаççĕ. Нумайăш спортзалсене, медицина кабинечĕсене, пищеблоксене, коммуникаци системисене юсаса çитернĕ.
Паянхи куна тĕрĕслев малалла тăсăлать, районти 12 вĕренỹ организацине тĕрĕсленĕ те ĕнтĕ. Ку районти пĕтĕм учрежденисен 57,1 проценчĕ.
Тĕрĕслеве августăн 7-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"