АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Енре

05 августа 2015 г.

 Августăн 1-мĕшĕнче Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕ Шупашкара килнĕ. Ăна аэропортра Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава, архирейсемпе священниксем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тата официаллă ытти çынсем кĕтсе илнĕ.

Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Шупашкара пĕрремĕш хут визитпа 1969 çулта килнĕ пулнă. Патриархăн тĕллевĕсенчен пĕри, паллах, чăваш халăхĕ чун-чĕре енĕпе мĕнле аталанса пынине хăй куçĕпе курасси пулнă. Августăн 1-мĕшĕнче 18 сехет çурăра вăл Пукрав тата Татиана чиркĕвне çитсе хула çыннисене пил сăмахĕ каланă. Аслă çулçỹревĕн тепĕр тĕллевĕ - Руç халăхне тĕне кĕртнĕ апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç вилнĕренпе 1000 çул çитнине асăнасси. Ахальтен мар ĕнтĕ Святейший Патриарх августăн 2-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта çак святой ячĕпе лартнă чиркỹре Литурги кĕлли ирттернĕ. Унтан Шупашкарти Зоя Яковлева ура-мĕнчи "Çĕнтерỹ" асăну комплексĕ умне чечек кăшăлĕ хунă, вилнисене асăнса кĕлтунă хыççăн ветерансен умĕнче сăмах каланă. Çав кунах Шупашкар хулинчи Калинин урамĕнче Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе лартакан чиркĕвĕн никĕсне хывнă.

Святейший Патриарх Кирилл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева тав сăмахĕ каланă: "Эсир чиркỹ пурнăçне яланах тимлетĕр, халăх ырлăх-пурлăхĕшĕн чунăра парса ĕçлетĕр. Малашне те çапла пултăрччĕ. Турă пулăштăр сире. Чиркỹпе патшалăх тата халăх килĕшỹллĕ, пĕр шухăшлă пулни яланах çак çĕр çинче пурăнакан халăх тивлечĕпе аталанăвĕ ячĕпе пултăр".

Асăнмалăх Раççей патшалăхĕн чун-пархатар вăйĕн символне - "Державная" Турă амăшĕн турăшне парнеленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика