АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медицина ĕçченĕсене мухтав!

07 марта 2013 г.

. Çутă халат — ăшă чунлăх палли,

Ырă хирург чунтанах тăрăшать.

Çук, чĕтремест унăн çирĕп алли,

Çын пурнăçне вăл çăласшăн çунать.

(Н.Медведева, 2007 çул).

Районти тĕп больницăн хирурги уйрăмĕ 1985 çултанпа ĕçлет. Кашни çулах 500-е яхăн çын сипленет унта, 350 ытла операци иртет. Уйрăмра медицинăри çĕнетнĕ технологисемпе, çĕнĕ йышши препаратсемпе усă кураççĕ.

Коллективра питĕ туслă медицина ĕçченĕсем вăй хунине палăртмалла. Вĕсем пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе ĕçлеççĕ, тивĕçĕсене туллин пурнăçлама тăрăшаççĕ. Хирурги уйрăмĕнче нумай çул çакăнта вăй хуракансем те йышлă. Акă, сăмахран, Владислав Максимов хирургах илер. Вăл чылай вăхăт уйрăма ертсе пынă. Ăна районта пĕлмен çын çук та пулĕ. Ырă сăмах çеç çÿрет ун çинчен халăхра, пурте ăна ăшшăн аса илеççĕ. Унпа тата вăл туса ирттернĕ ĕçсемпе эпир чăннипех те мухтанма пултаратпăр. Светлана Сереброва медсестра та ĕмĕрне больницăра ĕçлесех ирттернĕ, тивĕçлĕ канăва та вăл çакăнтанах кайма хатĕрленет.

Пурăнан пурнăçра манăн та хирурги уйрăмĕнче сипленме тÿр килчĕ. Питĕ тарават кĕтсе илчĕç мана кунти ĕçченсем. Операцие хатĕрленнĕ тапхăрта вĕсен ăшă кăмăлĕ, çепĕç чĕлхи мана вăй парса тăчĕ, ыррине шанма хистерĕ. Кунта чирлĕ çын нихăçан та хăйне пĕччен туйманнине, сывлăх хуралĕнче тăракансем яланах юнашар пулнине туйса илтĕм.

Сисĕнмесĕрех операци кунĕ çитрĕ. Ир-ирех вăш-ваш чупса çÿрекен санитарка Татьяна Кольцова операци залне ăсатрĕ. Хирурги уйрăмĕн заведующийĕ Эдуард Максимов, Татьяна Миговорова медсестра тата Тамара Трофимова санитарка кĕтсе илчĕç мана унта. Хирургăн ăста аллисем операцие вăраха ямарĕç, мĕн тумаллине вăр-вар та тĕплĕн пурнăçларĕç.

Сиплев вăхăтĕнче хирурги уйрăмĕн чылай ĕçченĕпе тĕл пулма тÿр килчĕ. Паллах, пурин ятне те пĕлсе пĕтереймĕн. Маларах çырнисемсĕр пуçне асăмра тата çаксем сыхланса юлчĕç: Галина Орешкина, Галина Дмитриева, Надя Краснова, Люда Шумилкина, Эльвира Галкина... Вĕсене çеç мар, кунта тăрăшакан пĕтĕм ĕçченсене чун-чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Кулленхи пурнăçра вĕсене яланах çутă çăлтăр çутаттăр, тĕрĕс çул кăтартса пытăр!

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика