АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Явап тыттарнă

07 марта 2013 г.

Мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 3-мĕшĕччен район территорийĕнче пирĕн сотрудниксем «Ачасене автомашинăпа турттар-малли хатĕр» операци ирттерчĕç. Çав тапхăрта çăмăл машинăсем çинче 12 çул тултарман ачасене автокреслăсăр илсе çÿренĕ тĕслĕхсем тупса палăртрăмăр. Акă, Административлă кодексăн 12.23 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн 10 çын çине протокол çыртăмăр, штрафласа явап тыттартăмăр.

Çавăн пекех операци вăхăтĕнче руль умне ÿсĕр ларнă 2 водитель çине те протокол çырнă, материалĕсене суда ярса панă.

Эпир тăтăшах автомашинăсем çине креслăсем вырнаçтармалли пирки асăрхаттаратпăр пулсан та, йĕркене пăхăнманнисем пур-ха.

Çакна асра тытмалла: авари вăхăтĕнче автокреслăна лартса шанчăклă çыхнă ача вилмеллех суранланас хăрушлăх 2,5—3 хут чакать. Хăрушсăрлăх пиçиххийĕ 12 çултан кĕçĕнрех ачасене çул çинче инкекре пулăшмасть, сиен кÿме пултарать.

Ача креслине вырнаçтармалли чи хăрушсăр вырăн — автомобилĕн хыçалти ларкăчĕ çинче варринче. Чи хăрушши — пассажирăн малти ларкăчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика