07 марта 2013 г.
Иртнĕ уйăхăн вĕçĕнче экономикăра преступленисем тунине çутатса парассин шутне ÿстерес тĕллевпе координаци канашлăвĕ иртрĕ. Унта Раççейри муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский», Россия Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн следстви управленийĕн Чăваш Республикин Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕсен ертÿçисем, районсем хушшинчи 2-мĕш №-лĕ налук инспекцийĕн службин, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн тата районти суд приставĕсен уйрăмĕн начальникĕсем хутшăнчĕç.
Канашлура экономикăра тунă преступленисене сахалтарах тăрă шыв çине кăларнине палăртрĕç, малашнехи тĕллевсем çинчен калаçрĕç.
Источник: "Каçал Ен"