07 марта 2013 г.
Пирĕн тăрăхран Чăваш Республикин Патшалăх Канашне суйланнă депутатсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов тăван района пур енĕпе те пулăшса пыма тăрăшаççĕ. Социаллă-экономикăлла пурнăçа хутшăнса чылай ыйтăва татса панипе çеç çырлахмаççĕ вĕсем, спортăн тĕрлĕ тĕсĕсене аталантарас ĕçе те хăйсен тÿпине хываççĕ.
Акă, мартăн 2-мĕшĕнче, шăмат кун, Урмаел вăтам шкулне волейбол вăййине кăмăллакан çамрăксем пуçтарăнчĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприятин генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов çак турнира йĕркелесе яни чылай çул пулать. Районти спортсменсем хаваспах килеççĕ унта, ытти ялсенчи командăсемпе вăй виçме, хăйсен ăсталăхне малалла туптама майлă-çке çакнашкал мероприятисенче. Волейболистсене Кияметдин Мифтахутдинов депутат, Комсомольски район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Малтанхи вăййа «стариксем» пуçларĕç. Пĕрремĕш командăра ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем — Валерий Михеев («Восток»), Ремис Мансуров («Дружба»), Вячеслав Никифоров («Рассвет»), Нурислам Мифтахутдинов («Алга»), Николай Самарин (фермер хуçалăхĕн ертÿçи) тата Кияметдин Мифтахутдинов — пулчĕç. Вĕсене хирĕç Урмаелсем тухрĕç. Кашнинех çулĕсем пур пулин те, пурте мĕнпур вăйран вылярĕç, хăйсен тĕслĕхĕпе çамрăксене те хавхалантарчĕç. Тăван килте стенасем те пулăшаççĕ тенешкел, ялта пурăнакансем çĕнтерчĕç. Турнира Урмаел, Тукай Мишер, Çĕнĕ Мăрат, Комсомольски, Шурут командисем те хутшăнчĕç. Хĕрÿ тупăшура Шурутсем мала тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Урмаел çамрăкĕсен тата Комсомольски командисем йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе тата депутатăн парнисемпе чысларĕç.
Вырсарни кун вара, мартăн 3-мĕшĕнче, Комсомольскинчи «Кĕтне» ФСК стадионĕн катокĕ çинче, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов хоккей турнирĕ йĕркелерĕ. Пăр çине çав кун тăватă команда тухма кăмăл турĕ — Комсомольскисем, Нĕркеç ялĕнчен, Тăвай тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчен. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Петр Краснов сывă пурнăç йĕркине тытса пынăшăн, вăхăчĕсене шеллемесĕр район чысне яланах хÿтĕленĕшĕн тав турĕç. Петр Степанович «Кĕтне» командăри Сергей Воробьева хоккей спортне чĕртсе тăратса аталантарассишĕн вăй хунăшăн клюшка парнелерĕ.
Чи малтан пăр çинче Комсомольскисемпе Сĕнтĕрвăррисем тĕл пулчĕç. Çанталăкĕ сивĕ тăчĕ пулин те, хоккеистсемшĕн вăл шăрăх пек туйăнчĕ. Çивĕч тупăшура каток хуçисем хăнасене 5:0 шутпа çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вăйă Нĕркеç тата Тăвай командисем хушшинче иртрĕ. Ăнăçу Тăвайсем енче пулчĕ. Пĕрремĕш вырăншăн малтанхи икĕ вăйăра çĕнтернĕ командăсем тупăшрĕç. «Кĕтне» куннинче те чысне çĕре ÿкермерĕ, хăнасенчен 5:1 шутпа выляса илсе турнир кубокĕн хуçи пулса тăчĕ. Тăвайсен иккĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ, виççĕмĕшсем — Нĕркеçсем. Çĕнтерÿçĕ-командăсем медальсемпе парнесене тивĕçрĕç.
Асăннă турнира йĕркеленĕшĕн хоккеистсем Петр Краснова ăшшăн тав турĕç, ăна кашни çул ирттерме калаçса татăлчĕç.
Источник: "Каçал Ен"