АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авточупăва хутшăннă

07 марта 2013 г.

Февраль уйăхĕнче Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалласа кашни çулах ятарлă уйăхлăх ирттереççĕ. Шкулсенче вĕренекенсем, ача сачĕсене çÿрекенсем, хăш-пĕр организацисенче вăй хуракансем унта хутшăнса тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.

Кăçал та оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ вăхăтĕнче Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне тата авиаци маршалĕ, Совет Союзĕн Геройĕ ята виçĕ хутчен тивĕçнĕ А.И.Покрышкин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 23-мĕшĕччен Раççей ДОСААФĕн Комсомольскинчи вырăнти уйрăмĕ чылай мероприяти ирттернĕ. Февралĕн 22-мĕшĕнче вара «Патăрьел — Шăмăршă — Аслă Арапуç — Комсомольски — Патăрьел» маршрутпа авточупу йĕркеленĕ. Ăна «2011 — 2015 çулсенче Россия Федерацийĕн гражданĕсене патриотизмла воспитани парасси çинчен» патшалăх программипе килĕшÿллĕн ирттернĕ. Унта пирĕн районтан 12 автомашина хутшăннă. Авточупу вăхăтĕнче Аслă Отечествăлла вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса лартнă Патăрьелĕнчи, Аслă Арапуçĕнчи, Комсомольскинчи палăксем умĕнче чарăнса чечек кăшăлĕсем хунă, паттăрсене асăнса пĕрер минут шăп тăнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика