АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янăраççĕ кĕвĕсем - çепĕç чун хĕлхемĕсем

07 марта 2013 г.

Чăваш çынни юрă-ташăра чăннипех те пултаруллине нумай-нумай фестивале, конкурса хутшăнса çирĕплетет. Акă, нумаях пулмасть районти культурăпа кану центрĕнче пĕр харăсах виçĕ фестиваль йĕркелерĕç. Ялсенчи фольклор ушкăнĕсем «Чăваш сар кайăкĕ» чăваш халăх юррисен фестивальне хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех вĕсем республика шайĕнче иртекен анатри чăвашсен «Ĕмĕрсен эрешĕсем» фольклор фестивальне хутшăнчĕç. Купăсçăсем, халăхăн тĕрлĕ инструментне кăмăллакансем «Купăс илемĕ» фестиваль-конкурсра вăй виçрĕç.

Районта чăннипех те тăван халăхăмăрăн ĕмĕртен упранса юлнă юрри-ташшине кăмăллакан çынсем пурри савăнтарать. Фестивале пурĕ 11 ял поселени-йĕнчи фольклор ушкăнĕсемпе халăх фольклор ансамблĕсем хутшăнчĕç. Нумай юрă, ташă кăтартрĕç фестивальте, жюри членĕсене чи лайăххисене палăртма çăмăл пулмарĕ. Шăпах пултаруллисен Шупашкар хулинчен килнĕ хăнасен умĕнче район чысне хÿтĕлемелле-çке. Уйрăмах Асанкассинчи информаципе культура центрĕ çумĕнчи халăх инструменчĕсемпе калакан ачасен ансамблĕ пултарулăхпа палăрчĕ. Вĕсемпе танлашакан ансамбль урăх пулмарĕ те. Кунта ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн И.Портновăн тÿпи пысăк. Вĕсем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Ытти культура çурчĕсенче те ачасене инструментсемпе калама вĕрентсен аван пулĕччĕ. Купăспа выляма пĕлни епле паха. Çавăн пекех фольклор коллективĕсенче те çамрăк юрăçсем питĕ сахал, ытларах кам юрланă, çавсемех юрлаççĕ те. Çамрăк ăрăва халăх юрри-ташшине вĕрентмеллех.

Жюри членĕсем Комсомольски ял поселенийĕн фольклор ушкăнĕсене (ертÿçи В.Павлов), Элпуç ял поселенийĕн фольклор ушкăнне (ертÿçи В.Павлов), Хырхĕрринчи, Шурутри ИКЦ, Йÿç Шăхаль культура çурчĕн коллективĕсене, «Каçал», «Шурăмпуç» халăх фольклор ансамблĕсене, Л.Нямукова, В.Краснова юрăçсене, А.Тарасов купăсçа республикăри фестивальсене хутшăнма суйларĕç. Вĕсем март уйăхĕн 2-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче республикăри юрра-ташша ăста коллективсен «Тăван çĕр-шыв юррисем» фестивалĕнче район чысне хÿтĕлерĕç те.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика